Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Туҫи ял тӑрӑхӗ

Республикӑра

Ҫӗрпӳ район прокуратури тасатмалли сооруженисен тӗлӗшпе саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Туҫи ял тӑрӑхӗнче сооруженисем ӗҫлемен, шыв вара Ҫавала тасалмасӑрах лекнӗ.

Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, объекта пӑхса тӑман, сооруженисем япӑх ӗҫленӗ. Ҫапла майпа таса мар шыв Ҫавала лекнӗ.

Кунсӑр пуҫне тасатмалли сооруженисем авариллӗ лару-тӑрура пулнине, вӗсене юсамаллине тупса палӑртнӑ. Юханшыва лекекен шыв тӗлӗшпе лаборатори тӗрӗслевӗ пулман.

Кунашкал йӗркене пӑснине Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче те тупса палӑртнӑ. Район прокуратури ял тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗсене ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме представлени ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82077
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ачисем те каникул вӑхӑтӗнче алӑ усса лармаҫҫӗ. Ачасем вӑхӑта усӑллӑ ирттерччӗр тесе Туҫи ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Ак нумаях пулмасть Ҫӗньял клубӗнче «Юмах патӗнче — хӑнара» театрланӑ постановка пулнӑ. Айболит тухтӑр, Упа тата Хӗрлӗ Калпак ачасене ҫутҫанталӑка упрамаллине вӗрентнӗ, гигиена мӗнне ӑнлантарнӑ.

Юмахри сӑнарсем шӑпӑрлансене улма-ҫырлана, пахча ҫимӗҫе таса мар алӑпа ҫиме юраманнине ӑнлантарнӑ. Вӗсемпе конкурссемпе вӑйӑсем ирттернӗ.

Ку ачасене пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Унта хутшӑнакансем пурте пылак парнене тивӗҫнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара культура ӗҫченӗсене алӑ вӗҫҫӗн ҫыхнӑ хӑмпӑсем парнеленӗ.

Сӑнсем (10)

 

Ял хуҫалӑхӗ

Паян Чӑваш Ене килнӗ Китай делегацийӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса курнӑ. Унта вӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Казаковпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура ял хуҫалӑхра килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.

Сычуань провинцийӗнчен килнӗ делегаци йышӗнче Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи президенчӗ, «Силинь» директорӗ Айго хуҫа пулнӑ.

Китай хӑнисем Туҫи ял тӑрӑхӗнче пулнӑ, агропарк тумашкӑн ҫӗр пӑхнӑ. Унта савут туса лартасшӑн. Унта комбикорм кӑларӗҫ, аш-какай цехӗ пулӗ, сивӗтмӗшсем лартӗҫ, пылак ҫимӗҫ пӳлӗмӗсене хута ярӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77350
 

Пӑтӑрмахсем

Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Ҫӗрпӳ районӗнчи депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 51 ҫулти арҫын Туҫи ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланать иккен. Ӑна ҫамрӑк хӗрарӑма — лешӗ нумай пулмасть ача ҫуратнӑскер пулнӑ — хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ӗҫ-пуҫ арҫын паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑналаннӑ чух пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем хӑна ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӑн 22-ри хӗрӗ ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешне ун пек тимлӗх килӗшмен паллах — тивӗҫлипе тытмалла, йӗркеллӗ пулмалла тесе асӑрхаттарнӑ пулать. Арҫынна вара «пурӑнма вӗрентни» килӗшмен-тӗр. 51 ҫулти вӑйпитти 22-ри хӗрарӑма питӗнчен ҫапса янӑ, уринчен тапнӑ, гитара ярса илсе унпа кӑкӑрӗнчен туртса панӑ пулать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

9 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org