Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Танӑш

Персона
krarm.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
krarm.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ май ӑна тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнче, саламланӑ, шупӑр тӑхӑнтартнӑ.

Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешне сума суса вырӑнтисем район центрӗнче ҫӗкленекен культура ҫуртне ун ятне пама йышӑннӑ.

Юрий Сементер хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Вӑл хӑй те ӑста куҫаруҫӑ май Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтпа ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
wikimapia.org сайтри сӑн
wikimapia.org сайтри сӑн

Шӑрӑх кунра, паллах, шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах унта инкек пуласси те инҫех мар.

Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫамрӑк путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2006 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 28 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 8-шӗ – 18 ҫула ҫитмен ачасем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: about:blank
 

Республикӑра

Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Красноармейски районӗнче, «Лада Приорӑна» чарнӑ. Машинӑн номерӗ юрпа хупланнӑ пулнӑ. Водительсӗр пуҫне салонра пассажир ларнӑ. Хайхискерсен багажникӗнче пакунлисем икӗ сурӑх тупнӑ. Выльӑх багажникре мӗншӗн выртнине тӳрех ӑнлантарайман вӗсем.

Икӗ арҫын сурӑхсене ҫав каҫ Танӑшри харпӑр фермӑран вӑрланӑ-мӗн. 29 ҫулти – ҫав ялтанах, вӑл фермӑна пӗрремар кӗрсе курнӑ, ӑҫта мӗн пулнине лайӑх тӗшмӗртнӗ. Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна вара республикӑран тухса ҫӳреме чарнӑ.

Икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сурӑхсене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.

 

Юсав саманчӗсем
Юсав саманчӗсем

Халӑхшӑн шыв яланах пӗлтерешлӗ пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ те ял вырӑнне суйланӑ чухне шыв пуррипе ҫуккине тӗпе хунӑ. Ҫапла май хитре те илемлӗ вырӑнсене суйламасӑр, шывлӑ вырӑна куҫса ларнӑ. Чӑн та шывсӑр епле пурӑнӑн?

Шыв ыйтӑвӗ хальхи вӑхӑтра та ҫивӗччисенчен пӗри. Ӗлӗкрех ҫӑлсемпе ҫырмасене ҫӳренӗ пулсан паянхи кун ял халахӗ ытларах шыв пашнисемпе, колонкӑсемпе усӑ курать. Вӗсем те юрӑхсӑра тухаҫҫӗ. Нумай пулмасть Красноармейски районӗнчи Танӑш ял халӑхӗ выранти шыв пашнине юсама пикенчӗ — ку ӗҫе хӗле тухиччен, ҫуллахи вӑхӑтра туни, паллах, выранлӑрах.

Темиҫе кун хушшин нимелле ӗҫлесе шыв пашнине юсарӗҫ-юсарӗҫех. Халь ӗнтӗ хелле те ҫулла та шывсӑр лармӗҫех.

 

Юрий Сементерпе Валерий Туркай
Юрий Сементерпе Валерий Туркай

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Юрий Сементер 70 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ литература каҫӗ иртрӗ.

Мероприяти тӗлне «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» курав йӗркеленӗччӗ — унта поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.

Литература каҫне Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин уҫрӗ. Вӑл сӑмах каланӑ май Михаил Игнатьев янӑ салам ҫырӑвне те вуласа пачӗ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Александров Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Ҫавӑн пекех сӑмах калакансем шутӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗ Ольга Скворцова, халӑх сӑвӑҫисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчӗҫ.

 

Сӑнсем

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Нарӑс, 01

1919
107
Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та