Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Росстат

Статистика

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫиччӗмӗш ҫын республика тулашӗнче ӗҫлет. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ Росстат иртнӗ ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ май.

Урӑх регионта тимлекенсен йышӗпе пирӗн республика Раҫҫейре тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн патри вӑйпиттисенчен сахалтан та 13,8 проценчӗ е 80 пин ҫын ютра тӑрӑшать.

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ӗҫлеме аякка каякансенчен 20,2 проценчӗ е 822,1 пин ҫын Мускав облаҫӗнче вӑй хурать, 18,3 проценчӗ е 170,5 пин ҫын – Ленинград облаҫӗнче, 16,4 проценчӗ е 30,2 пин ҫын – Адыгейӑра. Мӗнпур мигрантӑн 21,6 проценчӗ Мускава ҫул тытать, 18,8 проценчӗ – Тӗмен тӑрӑхне.

Ӗҫ мигранчӗсем ытларах чухне (22%) стройкӑра тӑрӑшаҫҫӗ. Ют ҫӗрте вӑй хуракансен ӳсӗмне илсен, вӑтамран вӗсем 38,8 ҫулта.

 

Апат-ҫимӗҫ
vestifinance.ru сайтри сӑн
vestifinance.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре сысна какайне тата сыра йӳнӗпе туянма пулать. Ку енӗпе республика Атӑлҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки Росстат пӗлтерет.

Чӑваш Енре сысна какайӗн пӗр килограмне 219,68 тенкӗпе сутаҫҫӗ (шӑмӑсӑр аш кунта кӗмест). Хытӑ сырӑн пӗр килограмне вӑтамран 440,08 тенкӗпе тянма май пур.

Ҫавӑн пекех пирӗн республикӑра кӑлпасси, тип ҫу, тулӑ ҫӑнӑхӗ, ыраш ҫӑнӑхӗ, вермишель, макарон йӳнӗ пулнине палӑртнӑ.

 

Экономика

Чӑваш Енре пурӑнакансен 70,6 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫипуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Росстат. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен ҫак кӑтартупа Раҫҫейре иккӗмӗш йӗркере. Пирӗн тӑрӑхринчен начартарах пурӑнакансем — Ингушетинче. Унта халӑхӑн 78,8 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫи-пуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать.

Чылай вӑхӑт усӑ курмалли тавар (компьютер, холодильник, кӗпе ҫумалли машина, сӗтел-пукан тата ытти) туянма укҫа ҫитмен ҫемьесен йышӗ кӑҫал пирӗн ҫӗршывра пӗлтӗрхинчен нумайланнӑ. Иккӗмӗш кварталта Раҫҫейри ҫемьесенчен 49,4 проценчӗ ҫав йыша кӗнӗ. Унчченхи ҫулхи ҫав тапхӑртинчен ҫак хисеп 0,6 процент нумайланнӑ. Канма каясси, пурнӑҫри ытти ырлӑхпа усӑ курасси пирки ҫав ҫемьесен ӗмӗтленесси ҫеҫ юлать.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри чи хӑрушсӑр региона палӑртнӑ. Регионсенчи ыйтусенче тӗпчекен институт хӑш тӑрӑхра епле пурӑннине шута илнӗ. Ятарлӑ танлаштарӑм палӑртнӑ тӑрӑх, Чукотка автономи округӗнче криминаллӑ лару-тӑру енчен питех те лӑпкӑ.

Рейтинга йӗркелекенсем ҫапӑҫакан-харкашакансемпе хӗнекен-вӗлерекенсене картса пынипех ҫырлахман. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ тӑрӑх, Росстатӑн, Федерацин налук службин, Тӗп прокуратурӑн, Шалти ӗҫсен министерствин, Федерацин казначействин, Раҫҫей банкӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, преступлени тунине кӑна мар, шалу тата ӗҫсӗрлӗх виҫине, чухӑнлӑх индексне тата ыттине те тӗпе хунӑ. Чукотка тӑрӑхӗ пур енчен те хӑтлӑ регион пулса тӑнӑ.

 

Статистика

Росстат кӑҫалхи карлач уйӑхӗн ӗҫсӗрлӗх енӗпе лару-тӑру мӗнле пулнине тишкернӗ, танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ӑна Патшалӑх статистикин федераци службин сайтӗнче курма пулать.

Ведомство Чаваш Енри лару-тӑрӑва та хакланӑ. Палӑртмалла: Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти регионпа танлаштарсан, Чӑваш Республикинче ӗҫсӗр ҫынсем сахал.

Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсен хушшинче Чӑваш Ен тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта ӗҫлеме пултаракан 620 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 590-шӗ ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, ӗҫсӗррисем нумай. Вӑл – юлашки вырӑнта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55497
 

Статистика

Чӑваш Енре пурӑнакансене уйӑхне 3 пин те 558 тенкӗ апатланма ҫитет. Ҫакна вырӑнти тӳре-шара шутланӑ. Ку даннӑйсене Росстат кӑтартнӑ.

Танлаштарма: Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр ҫынна уйӑхне апатланма пурӑнмалли виҫе 3654 тенкӗпе танлашнӑ. Эппин, пирӗн регионта ку кӑтарту 2,6 процент пӗчӗкрех. Раҫҫейри кӑтартуран (4065 тенкӗ) вара 12,5 процент сахалрах.

Палӑртмалла: Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ку кӑтартупа тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Чи пӗчӗк виҫе – Сарӑту облаҫӗнче (3384 тенкӗ), чи пысӑкки – Самар тӑрӑхӗнче (3977 тенкӗ).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55326
 

Апат-ҫимӗҫ

Чӑваш Енре пӗр эрнере панулми, кишӗр тата сухан йӳнелнӗ. Купӑста хакӗ ҫавӑн пекех, улшӑнман. Хӑяр, помидор, ҫӗрулми, ҫӑмарта тата тулӑ хакланнӑ. Ҫак ҫимӗҫсен хакӗ вӑтамран 1-7 процент ӳснӗ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗне ашӗ, сысна какайӗ, кӑлпасси, услам ҫу, ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, сӗт юр-варӗ, ҫӑкӑр хакӗсем унчченхи пекех юлнӑ.

Палӑртмалла: пӗлтӗр улма-ҫырла, пахча-ҫимӗҫ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан, хаклӑрах пулнӑ. Панулми 15 тенкӗ йӳнӗрех, ҫӗрулмишӗн – 2 тенкӗ, хӑяршӑн – 4 тенкӗ, суханпа помидоршӑн 1 тенкӗ сахалрах тӳлемелле.

 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Енри ҫынсем тӗнче тетелӗпе усӑ курма пӗлеҫҫӗ-и? Росстат халӑх информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗнле усӑ курнине тишкернӗ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен 66,8 проценчӗ тӗнче тетелне кӗнӗ. Анчах ҫынсем ку енӗпе ытлах палӑрсса каймаҫҫӗ – Чӑваш Ен танлаштарӑмра 85 регион хушшинче 83-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ямал-Ненецк автономи округӗнче, Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакансем те тӗнче тетелӗпе туслах мар.

Раҫҫйери ҫынсен 56 проценчӗ тӗнче тетелне смартфон урлӑ кӗрет. Ыттисем – компьютертан е ноутбукран.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49111
 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче сӗтел хатӗрлемешкӗн мӗн чухлӗ укҫа тухса каясси пирки эсир, ахӑртнех, хальлӗхе шухӑшламан-ха. Сирӗншӗн тӑкака Росстат шутланӑ. Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисен уяв сӗтелӗ хатӗрлес тесен 5,3 пин тенкӗ кӑларса хумалла.

Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемьен уяв сӗтелӗ ҫулталӑкра 2,15 процент хакланнӑ. Пирӗн республика танлаштарӑмра 71-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илес тӗк, Киров, Пенза, Ӗренпур облаҫӗсенче, Тутарстанра, Мари Элта, Мӑкшӑ Республикинче, Чӑваш Енрипе танлаштарсан, уяв сӗтелӗ йӳнӗрех кайса ларӗ.

Уяв сӗтелӗ йышне мӗн кӗрет-ха? «Кӗрӗк айӗнчи сельдь», «Оливье» салатсем, лосось йышши пулӑсен вӑлчи, аш, торт, пулӑ, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, эрех, коньяк, хӗрлӗ эрех тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмпе списокра – 29 пункт.

«Оливье» тата «Кӗрӗк айӗнчи сельдь» салатсем миҫе тенке кайса ларассине те шутланӑ Росстат: 261,67 тата 130,44 тенкӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2020 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăрăн ушкăнра эсир питĕ кирлĕ çын, çавна май сире тĕрлĕ мероприятие чĕнĕç, ку сирĕн асра яланлăхах юлĕ. Ахăртнех, бокала юлташсен тĕрлĕ ушкăнĕнче çĕклеме тивĕ: паян эсир – кунта, ыран – урăх çĕрте. Савăнма хатĕрленĕр!

Авӑн, 29

1895
125
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
25
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org