Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Рим

Спорт

Спорт кӗрешӗвӗ енӗпе пултарулӑхне Чӑваш Енре туптакан Евгения Захарченко Европа чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна вӑл Италин тӗп хулинче, Римра, юниорсен хушшинче иртекен ӑмӑртура тухнӑ.

Европа шайӗнчи ӑмӑрту «Centro Olimpico – PalaPellicone» утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пынӑ. Континент шайӗнчи кӗрешӗве пухӑннисем ирӗклӗ мелпе, хӗрарӑмсен тата грекпа рим кӗрешӗвӗсен енӗпе вӑй виҫнӗ. Унта 20 ҫулчченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Чӑваш Енри икӗ спортсменка: Альбина Хрипкова (65 килограмчченхи виҫере) тата Евгения Захарченко (72 килограмчченхи виҫере) — пулнӑ. Евгения Итали спортсменкине ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

 

Экономика

Нарӑс уйӑхӗн 27—28-мӗшӗсенче Сочи хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици канашлӑвӗ (форумӗ) иртет. Унта пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев та хутшӑнать.

ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ программӑра — федерацин влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе, усламҫӑсемпе тӗл пулса калаҫасси. Паян Михаил Игнатьев «Ренова» компанисен ушкӑнӗн директорсен канашӗн ертӳҫипе Виктор Вексельбергпа курнӑҫмалла. Ҫав вӑхӑтра енсем Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасси ҫинчен меморандум пусасшӑн. Теплица ыйтӑвӗпе Римри Никколо Кузано ячӗллӗ университетпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавна хутпах ҫирӗплетесшӗн.

Ыран инвестици форумӗн пленарлӑ ларӑвӗ иртмелле. Унта ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хутшӑнмалла.

 

Спорт

Пӗлтӗр Хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне — вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче пулмаллаччӗ — ирттерес вырӑна улӑштарасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Сӑлтавӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн тухнӑ допинг скандалӗпе ҫыхӑннӑччӗ. 2015 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене тӗнче чемпионачӗсене хутшӑнма чарнисӗр пуҫне пирӗн патшалӑхри икӗ чемпионата та ирттерме чарчӗҫ: маларах палӑртнӑ Шупашкарти мероприятие тата Хусанти ҫамрӑксен ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче чемпионатне.

Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн (IAAF) пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне ирттермелли вырӑна Рима куҫарма шут тунӑ. Ку сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Чемпионачӗ вара маларах палӑртнӑ пекех ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫавӑн пекех Хусан ҫухатнӑ ҫамрӑксен чемпионачӗ валли те тепӗр вырӑн тупнӑ — вӑл Польшӑра вырнаҫнӑ Пӑткоҫ (Быдгощ) хулинче иртӗ.

Каласа хӑварас пулать, Шупашкар вырӑнне урӑххине суйланӑ чухне тепӗр темиҫе хулана та тӑратнӑ пулнӑ — Гуаякиль (Эквадор), Кейӳ (Украина), Монтерей (Мексика). Римшӑн 9 сасӑ пулнӑ, ытти хуласемшӗн — тӑватшар.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.interfax.ru/sport/488662
 

Тӗнчере Вӑйӑри самант
Вӑйӑри самант

Компьютер вӑййисене шухӑшлака кӑларакан «Creative Assembly» компани Лондонра ҫӗнӗ вӑйӑ кӑтартнӑ. «Total War» ятлӑскерӗн ҫӗнӗ пайне хунсемпе вӗсен пуҫлӑхне Атиллӑна халалланӑ.

Проектӑн официаллӑ сайтӗнче «Total War: Attila» вӑйӑри пай 395-мӗш ҫулта пуҫланнине пӗлтернӗ. Вӑл самант Хӗвеланӑҫ Рим империне выҫлӑх аптӑратма пуҫланипе, чир-чӗр тата граждан вӑрҫи тапхӑрӗпе пӗр килнине ӑнлантарса панӑ. Ҫав вӑхӑтра Тухӑҫри ҫеҫенхирте ҫӗнӗ вӑй амаланса аталанма пуҫлать. Миллионлӑ лаша ҫарне Атилла ертсе пырать. Ҫав ҫар Рима хирӗҫ тӑрать.

Ҫӗнӗ вӑййа компьютер вӑййине юратакансем патне килес ҫулхи нарӑсра ҫитерме палӑртаҫҫӗ.

«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хунсен тата пӑлхарсен тематики юлашки вӑхӑтра компьютер вӑййисенче анлӑ вырӑн тупнине палӑртать. Пӑснӑ чӑваш чӗлхипе калаҫакан Атилла сӑнарӗ, ав, «Civilization» паллӑ стратегин «Gods & Kings» пайӗнче те пур. Ӑна 2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче кӑларнӑ. Тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Paradox Interactive» швед компанийӗ «Crusaders Kings II» стратегине хушнӑ та Атӑлҫи пӑлхарсемшӗн вылямалла утса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1941.html
 

Ӳнер cap.ru сайтри ӳкерчӗк
cap.ru сайтри ӳкерчӗк

Пушӑн 26–31-мӗшӗсенче Римра ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн «Viva, Roma!» II Пӗтӗм тӗнче конкурс-фестиваль иртет. Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем унта хутшӑнӗҫ.

Ҫак фестиваль «Пултарулӑх салючӗ» пӗтӗм тӗнче проекчӗн пӗр пайӗ. Вӑл ачасен темиҫе фестивальне пӗрлештерет. Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан тӑватӑ ача конкурсра хӑйсен ӗҫӗсене катартӗҫ. Ентешӗмӗрсен ҫӗнтерес шанӑҫ пысӑк. Вӗсем пурте пултаруллӑ, унччен тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ.

Римран таврӑннӑ хыҫҫӑн ачасем мультфильм хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗсем хӑйсен проектне «Европӑри ҫулҫӳрев, е Шупашкар ачисен Италири тӗлӗнмелле ҫулҫӳревӗ» ят парасшӑн. Мультфильма Шупашкарӑн 545 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2020 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нихăçанхинчен ытла иккĕленетĕр. Ыйтусем сиксе тухсан пĕлекен çынсенчен сĕнÿ ыйтăр. Иккĕленетĕр пулсан йышăну ан тăвăр. Акан 6-7-мĕшĕсенче илĕртÿллĕ курăнма тăрăшăр. Çак кунсем шăпашăн пĕлтерĕшлĕ пулĕç.

Ака, 10

1909
111
Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ.
1936
84
Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1983
37
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org