Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑртас ял тӑрӑхӗ

Республикӑра

Чӑваш Енри икӗ районта кашкӑрсене пеме пуҫлӗҫ. Ҫапла майпа вӗсен йышне йӗркене кӗртесшӗн.

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ял тӑрӑхӗнче тата Йӗпреҫ районӗнчи Киров ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем кашкӑрсем нумайланни пирки ҫӑхавланӑ.

Ҫавна май ЧР Ҫут ҫанталӑк министерстви хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, раштавӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ака уйӑхӗччен ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхсенче кашкӑрсен шутне йӗркелесе тӑчӗҫ. Пӗр сӑмахпа, вӗсене персе вӗлерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38464
 

Ҫутҫанталӑк

Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас тата Пӑртас ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем кашкӑрсене пула аптӑраса ҫитнӗ.

Кӗперлӗ Кӳлхӗрринче, сӑмахран, ҫак тискер чӗрчун мӗн чухлӗ шар кӑтартнине шутласа халтан кайни пирки ӗнентереҫҫӗ район администрацийӗнче.

Ҫынсен сурӑхӗ те ҫухалать иккен, хурӗ те, килти йытта та кашкӑрӗ тиркемест. Нурӑсри ҫутҫанталӑк заказникӗнче вара хир сыснисем шар кураҫҫӗ.

«Рассвет» тулли мар яваплӑ обществӑн сунарҫи Леонид Михайлов кашкӑр паразитлӑ тата вируслӑ чир-чӗр сарать тесе хӑратни таранах илсе кӑтартнӑ район адмиснитарцийӗн сайтӗнче кашкӑрсене тытма пуҫланине пӗлтерекен хыпарта.

Ҫапла, иртнӗ канмалли кун Вӑрманкасра тӑватӑ кашкӑра персе пӑрахнӑ. Пӗри ама ҫакланнӑ, ыттисем — аҫасем. Вӑрнарсем шутланӑ тӑрӑх, районта тата тепӗр виҫӗ кашкӑр юлма пултарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сире ӗҫлӗ калаҫусенче, укҫа ыйтӑвӗсенче ӑнӑҫу кӗтет. Анчах эрне варринче тӑрук мӗн те пулин туянма е ертӳлӗхпе вӑрҫӑнма пултаратӑр — малтан вуннӑ таран шутлӑр, унтан тин ӗҫне тӑвӑр. Канмалли кунсем тӗлне плансем уҫӑмланӗҫ, йывӑр лару-тӑруран тухмалли стандартлӑ мар май тупӑнӗ.

Чӳк, 30

1892
134
Лява Платтунӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1906
120
Базанов Николай Петрович, Пӑрачкав сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1906
120
Бусыгин Николай Иванович, Пӑрачкав сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗрти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
100
Мулюков Геннадий Фёдорович, чӑваш таврапӗлӳҫи, вӗрентекенӗ ҫуралнӑ.
1967
59
Чӑваш патшалӑх университетне И.Н. Ульянов ятне панӑ.
2000
26
Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та