Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Наци вулавашӗ

Культура
Айхи Юмарта парнеленӗ чӳлмек
Айхи Юмарта парнеленӗ чӳлмек

ЧР Наци вулавӑшӗн Г.Айхи залӗ тӗлӗнмелле хаклӑ парнене тивӗҫнӗ. Геннадий Юмарт Айхин ҫуралнӑ кунӗнче вулавӑша тӑм чӳлмек парнеленӗ. Ӑна, Дагестанран илсе килнӗскере, хӑй вӑхӑтӗнче Айхи Юмарта панӑ. Чӳлмек ҫине поэт хӑйӗн аллипе экспромт сӑвӑ, эпиграфика ҫырнӑ.

Ку парне 45 ҫул каяллахи. Халӗ вӑл вулавӑшра вырӑн тупнӑ. Чӳлмек ҫине ҫапла ҫырнӑ:

Эп – пурнӑҫ япали. Эп – вилӗмӗн тупри.

Ман хӗрлӗ тӑмӑмра – аслаҫӑрсен тӑпри!

Чӑвашӑн ҫӗрӗнче юласчӗ, аркансан,

Сас-чӳсӗр салам пек! Эп – хамӑр Пӑлхартан.

Пӑлхар ялӗ, Тутартстан

1972, авӑн.

Чӳлмек 16,5 сантиметр тӑршшӗ. Ӑна йӑла-йӗркепе килӗшӳллӗн илемлетнӗ. Пӗррехинче вӑл ӳксен кӑштах катӑлнӑ. Анчах пайне тупса ҫыпӑҫтарнӑ. Чӳлмеке вулавӑша Геннадий Юмартӑн хӗрӗ Ирина Трофимова илсе килнӗ.

Вулавӑш тата Геннадий Юмарт Айхин ниҫта та пичетленмен хайлавӗсене уйрӑммӑн кӑларасшӑн. Ҫавӑнпа чӳлмек евӗр парнесем пур тӑк вӗсене вулавӑшра хаваспах йышӑнаҫҫӗ.

 

Культура

Юхма Мишши 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна акан 14-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче йышпа пӗрле уявланӑ. Уява Альбина Юрату сӑвӑҫ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ертсе пынӑ.

Малтанах Михаил Николаевича тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ саламлӑ ҫырусемпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин юбилейне ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ӑсчахсем, шкул ачисем, студентсем пухӑннӑ.

ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов Михаил Никлаевич тӑван халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Князькин Юхма Мишшине вырӑс писателӗпе Михаил Булгаковпа танлаштарнӑ.

Михаил Николаевич — Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, ӑна саламлама хула администрацийӗнчен те килнӗ. Уяв, паллах, юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Юбиляра чӑваш юрӑҫисем, фольклор ушкӑнӗсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ.

Халӑх академикӗсем (вӗсене кӗскетсе ҫапларах калаҫҫӗ) хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, йывӑрлӑхӗсене пӗлтерчӗҫ. Кун йӗркинче ҫавӑн пекех ҫӗнӗ пайташсене йышӑнасси те пулчӗ — вунӑ ҫынна халӑх академийӗн ретне кӗчӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн сайт ӗҫӗ-хӗлне те хастар хутшӑнакан Красноармейскинчи Виталий Михайлов пулчӗ.

ЧХӐӲА президенчӗ Евгений Ерагин пухӑннӑ халӑх умӗнче кӗскен академи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, унта пуҫ хунисене асӑнса ирттернӗ мероприятисем кӑҫал сахал мар пулни пирки пӗлтерчӗ. Ку йӑлана вӑл мухтарӗ, анчах та Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ чӑвашсем пирки те манмалла мар терӗ, вӗсен мухтавлӑ та паттӑрла ӗҫне халӑха ҫитерме сӗнчӗ. «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗсене хальхи вӑхӑта ҫитсен те пӗр юрӑ та халалламан, пӗр юрӑ та ҫырман», — палӑртрӗ вӑл.

Пухӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче Евгений Ерагина юбилей ячӗпе саламласси пулчӗ. Шӑп ҫак кун вӑл 60 ҫул тултарчӗ. Юбиляра чылай халӑх академикӗ хӑйсен чи паха парнине — хӑйсем хатӗрлесе кӑларнӑ кӗнекене — парнелерӗҫ.

Малалла...

 

Афиша

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш поэчӗн Микулай Мӑскалӑн пултарулӑх куҫӗ иртет.

Микулай Мӑскал — пултаруллӑ поэт, ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, А.Талвир, А.Канаш премийӗсен лауреачӗ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.

Микулай Мӑскал пӗрремӗш сӑввисене район хаҫатӗнче пичетленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Вӑрнар район хаҫатӗнче, Шупашкарти хуҫатсемпе журналсенче кун ҫути курнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ: «Ӑнсӑртран вӑраннӑ туйӑм», «Халал сӑввисем», «Кӗрхи парнесем» тата ыттисем. Хӑш-пӗр сӑввисене юрра хывнӑ.

Пултарулӑх каҫӗнче Микулай Мӑскал «Мелодии Прицивилья» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗ. Вӑл хӑйсен тӑрӑхӗнчи поэзие пӗр кӗнекене пухма тӗллев лартнӑ. Кӗнекере 51 авторӑн биографийӗпе пултарулӑхӗ кӗнӗ.

Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Микулай Мӑскалӑн вуннӑмӗш кӗнеки, «Кирушкапа Хураҫка» ятли, кун ҫути курнӑ. Пултарулӑх каҫӗ 2-мӗш хутра 15 сехетре иртӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 12

1773
246
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1909
110
Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
86
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1979
40
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1993
26
Фёдоров Николай Васильевича Чӑваш Рсепубликин Президентне суйланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org