Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мӑн Шӗвӗш

Культура

Элӗк районӗнче паян икӗ объект уҫӑлнӑ. Вӗсенчен пӗри пирки — район центрӗнче кинозал хута кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Асӑннӑ районти Мӑн Шӗвӗшре вара культура ҫурчӗ хута кайнӑ. Ӑна «Арка» строительство организацийӗ хӑпартнӑ. Объекта тума республика хыснинчен кӑна 13 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗтӗмпе вара культура вучахӗ 14 миллион та 281 пин тенке кайса ларнӑ.

Элӗкри кинозала уҫнӑ пуҫлӑхсемпе депутатсем Мӑн Шӗвӗше те пырса ҫитнӗ.

Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев патшалӑх политикине ырласа сӑмах каланӑ. «Ҫӗршыв тата Чӑваш Республики социаллӑ сферӑна аталантарма пысӑк тимлӗх уйӑрать», — тенӗ май вӑл ҫынсене туллин аталанма май панине ӗнентернӗ. Клубсем туни ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли черетлӗ утӑм тесе каланӑ. Мӑн Шӗвӗшре пурӑнакансене вӑл «тухӑҫлӑ ӗҫлеме, пултарулӑхра ӑнӑҫу тата усӑллӑ канма» суннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ольга Михайлова ҫемйипе
Ольга Михайлова ҫемйипе

Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче пурӑнакан Ольга Михайловӑна юбилейре РФ Президенчӗн открытка саламне, чечек ҫыххи тата ытти парне панӑ.

Ольга Михайлова нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе тӑватӑ шӑпӑрлан ӳснӗ. Ольга Михайлова ачаранпах сусӑр. Вӑл калаҫаймасть, алӑпа ҫеҫ ӑнлантарать. Ольга Михайлова хуҫалӑхра мӗн пӗчӗкренпех ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, фермӑра лашасем пӑхнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ вӑхӑтра мӗнпур йывӑрлӑха хӑй ҫинче туйса курнӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех шӑллӗн ҫемйинче пурӑннӑ, качча кайман. Ольга Михайлова — ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Халӗ вӑл кинӗпе пурӑнать.

 

Унчченрех агитбригадӑсем уй-хирпе ферма тӑрӑх юрласа та ташласа ҫӳретчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрти культура учрежденийӗсем халӗ те ун пек йӑлана тытса пыма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Акӑ, Элӗк районӗнчи «Пучах» агитбригада ҫывӑх вӑхӑтра ҫула тухма пуҫтарӑнать. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ушкӑн культура учрежденийӗсем ҫук ялсене ҫитме палӑртать иккен. Хӑҫан каяссине те палӑртса хунӑ — ҫак уйӑхӑн 12-16-мӗшӗсенче.

Юрласа та ташласа кӑтартнипех ҫырлахмӗҫ вӗсем. Районӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Григорьева вырӑнтисене кӑсӑклантаракан ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшӗ.

Тӗлпулу ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, Атмалкасси ялӗнчен пуҫланӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче Качалов ялне, 14-мӗшӗнче Павлушкӑне тата Шавранчӑка, 15-мӗшӗнче Шуркассине тата Ҫулавӑҫне, 16-мӗшӗнче Атайкассине тата Мӑн Шӗвӗше ҫитмелле.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.12.2019 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне документсем алă пусма, пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума аван. Çĕнĕ çынсемпе паллашăр, туссемпе çыхăну тытăр – ку сире халĕ кирлĕ. Ыттисен вăйсăрлăхĕнчен ан кулăр.

Раштав, 06

1908
111
Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1992
27
Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org