Кӑрлач уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Атӑл ҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ. Унта водолазсем, ҫӑлавҫӑсем тата следовательсем ӗҫленӗ.
«ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври водолазсен ушкӑнӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна Куславкка районӗнчи Криуш ялӗ ҫывӑхӗнче шыранӑ.
Ҫак ӗҫе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсемпе ҫӑлавҫисем те хутшӑннӑ. Анчах ведомство кун пирки нимӗн те хыпарламан.
Водолазсемпе ҫӑлавҫӑсем нимӗн те тупайман. Специалистсен ӗҫне шыв юххи вӑйлӑ пулни те йывӑрлатнӑ.
Ватӑ арҫын Атӑл леш енче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 80 ҫулти арҫын Куславкка районӗнчи Криуш ҫывӑхӗнчи утравсем ҫине, Атӑл юханшывӗ ҫине, мини-снегоходпа пулӑ тытма кайнӑ. Ҫав кун ҫил-тӑман алхаснӑ. Хайхискерӗн транспорчӗ юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Таврара никам та ҫук. Юрать, ватӑ ҫыннӑн ҫумра кӗсье телефонӗ пулнӑ. Вӑл пӗлӗшӗ патне шӑнкӑравланӑ, лешӗ вара ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
17 сехет те 40 минутра ҫӑлавҫӑсем «Патруль» аэроҫунашкапа вырӑна тухса кайнӑ. Вӗсем ватӑ арҫынна часах тупнӑ.
Куславкка районӗнче ялти Культура ҫурчӗсене тӗрӗсленӗ. Вӗсене Куславккари Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ пуҫлӑхӗ Лариса Краснова хакланӑ. клуб учрежденийӗсене вӑл «тӗрӗслес тата методика тӗлӗшпе канаш» тесе ҫитсе ҫаврӑннӑ.
Ялсенчи клубсенче тӗрлӗрен ӗҫлекенсем пур. Пӗрисем ӗҫ вырӑнне йӗркеллӗ тытмаҫҫӗ-мӗн. Таса мар тесе Лариса Краснован асӑрхаттарӑвне Аманикри клуб ӗҫченӗн ят илтме тивнӗ. Асӑннӑ районти Елчӗкри культура ҫурчӗн вара ҫырса хуни япӑхса кайнӑ. Тӗрӗслевпе ҫула тухнӑ пуҫлӑх ҫавна яваплисене ҫӗнетме хушса хӑварнӑ. Криуш тата Мӑрсакасси ял клубӗсенче вара вӑл тасалӑх хуҫаланнине асӑрханӑ май ҫавна уйрӑммӑн палӑртнӑ. Вӗсенче ҫӗнӗ стендсем ҫакӑнса тӑни те пуҫлӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ, ӑна тӗслӗх вырӑнне те усӑ курма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |