Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑваш патшалах филармонийӗ

Культура Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ

Паян Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ ячӗпе концерта йыхравлать. «Константин Иванов тӑван ҫӗршывӗнчи юрӑсем» тесе ят панӑ программӑна чӑваш литературин никӗслевҫи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пысӑк концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.

Юрӑпа ташӑ ансамбльне Раҫҫейре кӑна мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ. Ҫӗршыв тӑрӑх 75 ҫул ытла концертпа ҫӳрекен йыш Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри смотрсен лауреачӗ пулнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята та вӑл тивӗҫнӗ. Ансамбль ҫитмен кӗтес те юлман пуль! Гастрольпе вӑл тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче те ҫӳренӗ. Юлашки 20 ҫулта ушкӑн ют ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳресе хӑй пултарулӑхне кӑтартать. Европӑра пурӑнакансем кӑна мар, Азипе Африкӑрисем те чӑваш ташӑҫисене пӗлеҫҫӗ.

 

Спорт

Мероприятийӗ ку маларахах иртнӗ те, ҫапах та пӗлтересех терӗмӗр. Пултаруллӑ ҫын пур енчен те маттур иккен. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем волейбол выляссипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Мечӗк хыҫҫӑн хӑвалама сцена ӑстисем ахальтен тухман. Иртнӗ уйӑхра вӗсем республикӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсем хушшинче йӗркеленӗ II физкультурӑпа спорт спартакиадине хастар хутшӑннӑ.

Финала малтанхи тапхӑрти 6 вӑйлӑ ушкӑн тухнӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлаттарса выляттарнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хальхи историн патшалӑх архивӗн тата Чӑваш Наци вулавӑшӗн ушкӑнӗсене пӗр пек: 2:0 — шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна ку ушкӑнра вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Тепӗр командӑна пайланса вылякансем те ҫӗнтерӳшӗн хытах тупӑшнӑ. Ара, финала кам тухассине ҫав вӑйӑ кӑтартса панӑ-ҫке. Ҫапла вара Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе финала тухнӑ. Кунта чӑваш драма театрӗн артисчӗсем оперӑпа балет артисчӗсенчен маттуртарах пулнӑ. Бронза медале Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тивӗҫнӗ.

Воллейбол вӑййипех лӑпланмӗҫ-ха культура ӗҫченӗсем.

Малалла...

 

Культура

Ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пысӑк залӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн 90 ҫулхине халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ.

Юбилей ячӗпе вӗсене республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ. Вадим Ефимов министр ансамбль чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине перекетлӗ тытса тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Ушкӑна вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе саламланӑ. Ансамблӗн балет артистне Николай Игнатьева «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Балетӑн тепӗр артистне Наталия Алимована «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Савӑнӑҫлӑ мероприяти вара ансамблӗн историйӗпе паллаштаракан документлӑ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан пуян та асра юлмалла программа кӑтартнӑ. Зал артистсене ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Пӗлтерӳ

Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗ классика юрри-кӗввине кӑмӑллакансем валли пысӑк уяв туса парӗ. Ҫав уйӑхӑн 13-мӗшӗнче унта камерлӑ оркестрӑн концерчӗ пулмалла. Вӑл каҫхи ҫичӗ сехетре пуҫланӗ.

Уява хӑна евӗр Чулхулари камерлӑ оркестрӑн музыканчӗсем Анастасия Богданова тата халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ Дмитрий Стоянов килсе ҫитмелле. Чулхула солисчӗсем яланах зал тулли халӑх пухни пирки хыпарлать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Чӑваш кураканӗсене те вӗсем савӑк кӑмӑл парнелессе шанас килет.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын