Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: вулкансем

Тӗнчере

Японире паян Асо ятлӑ вулкан тӗтӗм-кӗл кӑларнӑ. Метереологи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем 700 метр ҫӳллӗшне хӑпарнӑ. Вулкан ӗҫӗн хӑрушлӑхне иккӗмӗш категорипе хакланӑ. Авиаҫыхӑнӑва чарса лартасси пирки е унта пурӑнакан ҫынсене куҫарасси пирки хальлӗхе хыпарламаҫҫӗ-ха.

«Киато» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрах Асо вӑраннине пула чулсем ишӗлме тата сиенлӗ вӗри газ анма пултарать.

Асо вулкан Кумамото префектурине кӗрекен Кӳсӳ утравра вырнаҫнӑ. Ун ҫӳллӗшӗ 1592 метрпа танлашать. Вулкан хӑйӗн ӗҫӗ хыҫҫӑн ытларах базальт та андезитсем кӑларать. Асо кӑҫал тӗтӗмпе кӗл кӑларнӑччӗ ӗнтӗ — ку авӑнӑн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Ун чухне кӗл 2 ҫухрӑм ҫити хӑпарнӑ.

 

Тӗнчере

Паян ирхине Камчаткӑри Жупанов вулканӗ кӗл кӑларма тытӑннӑ иккен — вӑл 8 000 ҫӳллӗше ҫитнӗ. Кун пирки Камчатка енӗн ИӖМ управленийӗ пӗлтерет.

«Ҫил ӑҫталла вӗрнине шута илсе кӗл йӗрӗ ҫурҫӗр-тухӑҫ еннеле вулканран 20 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Кроноц кӳлмекӗ еннелле куҫать», — тесе пӗлтернӗ.

Кӗл вӗҫекен ҫул ҫинче ял-хула ҫук. Туристсен ушкӑнӗсем те вӑл вырӑналла пулмалла мар — унталла каясси пирки никам та пӗлтермен имӗш.

Жупанов вулканӗ Петропавловск-Камчатскран 100 ҫухрӑмра ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Ун ҫӳллӗшӗ 2 958 метрпа танлашать. Унччен вӑл 1956–1957 ҫулсенче тата пӗлтӗр кӗл-хӗм кӑларнӑ. Хӑй вулкан 50 пин ҫул каялла йӗркеленме пуҫланӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.interfax.ru/russia/401355
 

Тӗнчере

Сицилин (Итали) тухӑҫ енчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Этна вулкан каллех вут-хӗм кӑларма пуҫланӑ. Иртнӗ уйӑхсемпе танлаштарсан вӑл самай хӗрӳлленнӗ иккен. Италири геофизикӑпа вулканологин наци институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кратертан тухакан лава ҫухрӑм тӑршшӗ таран тӑсӑлнӑ.

Этна лава пӗрӗхтерме пуҫлас умӗн иртнӗ уйӑхра икӗ хутччен «вӑранса» пӑхнӑ — вӑл ӗҫлеме пуҫланине сӑнавҫӑсем чӳкӗн 17-мӗшӗнче тата 28-мӗшӗнче асӑрханӑ.

Этна вут-хӗм кӑларнине хальхи вӑхӑтра Катанипе Таориминӑран сӑнама пулать теҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та