Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хирти Сӗнтӗр

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра ҫил-тӑвӑл алхаснӑ чухне шкулсем шар курнӑччӗ. Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсенче пурӑнакансем тӑкак тӳснӗ.

Шар курнӑ 7 шкултан 5-шӗ – Комсомольски районӗнче: Хырхӗрри, Урмаел, Хирти Сӗнтӗр, Чӗчкен, Асанкасси шкулӗсем. Вӗсенче юсав ӗҫӗсене туса пӗтернӗ, пӗлӳ ҫурчӗсем вӗренӳ ҫулне хатӗр.

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗнче те юсаса пӗтернӗ. Канаш районӗнчи Шелттем шкулӗнче вара хальлӗхе ӗҫсем пӗтмен.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче харӑсах икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку савӑнӑҫ Вырӑскасси тата Таяпа Энтри ялӗсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ.

Нумаях пулмасть Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Унта Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем те сывлӑхне тӗрӗслеттерме ҫӳрӗҫ. ФАП фельдшерӗ 430 ытла ҫынна пӑхса тӑрӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӑлӑртнӑ тӑрӑх, подряд организацийӗсем ӗҫе пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра тунӑ. Ҫӗнӗ ФАПсенче сывлӑха тӗрӗслеттермешкӗн условисем ҫителӗклӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Аслӑ Таяпари "Шанчӑк" ансамбль
Аслӑ Таяпари "Шанчӑк" ансамбль

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ҫулла та пурнӑҫ кӗрлесе тӑнине вӑл тӑрӑхри район хаҫачӗ пӗлтерет. Унта тӗрлӗ 9 кружок ӗҫлет иккен. Вӗсенчен 4-шӗ ачасем валли, ыттисем — аслӑраххисем валли. Кружоксене халӑх хаваспах ҫӳрет-мӗн.

«Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе ял ҫыннисене савӑнтарать. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем ытларах ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть кӑна Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялне кайса килнӗ-мӗн те хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем концертшӑн пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе клуб валли чӳрече каррисем ҫӗлеттернӗ. Алексей Сурков музыкант пултаруллӑ хӗрарӑмсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем вӗрентме тӑрӑшать. Ҫапла вара хӑйсем те чун канӑҫне тупнӑ, ҫынсене те хавас кӑмӑл кӳреҫҫӗ.

 

Культура

«Вулавӑшӑн тӗп пуянлӑхӗ — кӗнекесем», — тесе шухӑшлать Каҫал тӑрӑхӗнчи Л. Морозова библиограф.

Кнеке шутне ӳстерес тӗллевпе вӑл тӑрӑхра кашни ҫул «Библиотекӑна кӗнеке парнеле» акци ирттернине пӗлтерет. Унта район ҫыннисем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем нумай кӗнеке парнеленӗ. Акӑ, ҫак кунсенче ҫеҫ Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Михайлов районти тӗп вулавӑша парнесемпе ҫитнӗ.

Чӑваш халӑхӗн тулли историйӗпе паллаштаракан «Деревня Беззубино» кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. «Ӗмӗрсен ҫути» («Летопись веков») кӗнекере чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, пурнӑҫне туллин ҫутатнӑ. «Чӗкеҫсем» кӗнекене те вулакансем хаваспах алла илессе шанаҫҫӗ. Вӑл тӗрлӗ калавпа пуян-мӗн.

Чӑваш Республикин паллӑ таврапӗлӳҫине, нумай кӗнеке авторне Иван Никоноровича парнешӗн библиотекарьсем тав тунине пӗлтереҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ