Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Луганск

Чӑвашлӑх
luganmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ
luganmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Луганск хулинче Илемпи ятлӑ ҫӑка ӳсет. Унӑн хунавне Халӑх фрончӗн Чӑваш Ен хастарӗ Александр Филиппов нумаях пулмасть лартса хӑварнӑ. Ӑна вӑл унччен икӗ кун маларах ҫут тӗнчене килнӗ хӗрӗн ячӗпе Илемпи ят панӑ.

Чӑваш Енпе Луганск килӗштерсе ӗҫлеме пуҫланӑ май унта пирӗн патри хастарсем тӑтӑшах кайса ҫӳреҫҫӗ, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Лугански Туслӑх паркне валли нумаях пулмасть Чӑваш Енрен тӗрлӗ йывӑҫ хунавне илсе кайнӑ.

Чӑвашсем ывӑл ҫуралсан юман лартнӑ, хӗр ҫуралсан — ҫӑка. Чӑваш хастарӗсенчен пӗри Александр Филиппов Луганскра ҫӑка хунавӗ лартнӑ. Ӑна вӑл Илемпи ят панӑ.

 

Культура
«Донбасс» юрӑпа ташӑ ансамблӗ Ҫӗнӗ Шупашкара килсен. Ака уйӑхӗ. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
«Донбасс» юрӑпа ташӑ ансамблӗ Ҫӗнӗ Шупашкара килсен. Ака уйӑхӗ. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Донецк тата Луганск тӑрӑхӗнчи артистсем пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче кӑҫалхи пуш уйӑхӗнченпе гастрольпе ҫӳреҫҫӗ.

Ака уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра «Донбасс» академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулнӑччӗ: асӑннӑ уйӑхӑн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта, 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концерт кӑтартнӑччӗ.

Авӑн уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери III фестивалӗ иртнӗ май Донецкри академи пукане театрӗ 2 спектакль лартнӑччӗ.

Чӳк уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине Донецкри А.Б. Соловьяненко ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗ тухӗ. Ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Тысяча и одна ночь» балет кӑтартӗҫ, 9-мӗшӗнче – «Малыш и Карлсон» тата «Пер Гюнт» балетсем.

Асӑннӑ тетара чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Донецкри М.М. Бровун ячӗллӗ патшалӑх академи музыкӑпа драма театрӗ «Юнона и Авось» рок-оперӑпа килӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче Донецкри ҫамрӑксен театрӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Левша» спектакль кӑтартӗ, 23-мӗшӗнче — «Человек из Подольска».

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ 4 депутат тӗлӗшпе Евросоюз санкци йышӑннӑ. Асӑннӑ списока Анатолий Аксаков («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Алена Аршинова («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»), Алла Салаева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата Ирина Филатова (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ) лекнӗ.

Ҫак утӑма Евросоюз РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Донецк Халӑх Республикине тата Луганск Халӑх Республикине уйрӑм патшалӑх тесе йышӑнма ыйтса Президент патне ҫыру янӑшӑн тунӑ. Санкцие РФ Патшалӑх Думин 450 депутатӗнчен 351-шӗ тӗлӗшпе йышӑннӑ. «Ҫӗнӗ ҫынсем» фракци депутачӗсем маларах эпир асӑннӑ икӗ республикӑна ратификацилессине хирӗҫ сасӑланӑ. Тепӗр 50-а яхӑн депутат сасӑлава тӗрлӗ сӑлтав тупса хутшӑнман.

Ятарлӑ списокри депутатсем Евросоюз ҫӗршывӗсене каяймӗҫ, хӑйсен активӗсемпе союз территорийӗнче усӑ кураймӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак кунсенче Донбасра йывӑр лару-тӑру пулнине эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Унти хирӗҫ-тӑрӑва пула ҫынсем Раҫҫее пысӑк йышпа тарса килеҫҫӗ. Официаллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасемпе хӗрарӑмсене Раҫҫее куҫса кайма Донецкпа Луганск республикисен ертӳҫисем хӑйсем ыйтнӑ. Хӗрарӑмсемпе ачасем, ватӑ ҫынсем Ростов облаҫне тарса килеҫҫӗ, унтан пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗ тӑрӑх саланаҫҫӗ.

«Советская Чувашия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Донбасран тарса килнисен пӗр ушкӑнӗ ыран, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ене килсе ҫитӗ. Вӗсене икӗ санаторие вырнаҫтарӗҫ, вӑй питтисене ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ.

2014 ҫулта пирӗн тӑрӑха Донецкри тата Луганскри 400-е яхӑн ҫын куҫса килнӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ каялла кайнӑ. Чӑваш Енре пурӑнма 5 ҫемье тӑрса юлнӑ.

Чӑваш Ене Донбасран тарса килекенсене «Лесная сказка» ача-пӑча санаторине тата «Надежда» санаторие вырнаҫтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=246621
 

Экономика

Луганск облаҫӗнчен пӗр усламҫӑ хӑйӗн станокӗсемпе тата рабочийӗсемпе куҫса килнӗ. «Луганскри машиностроитель» уйрӑм ҫын компанийӗ хӑйӗн ӗҫне Шупашкарта пуҫарать иккен. Хирӗҫтӑру пыракан территорирен 23 ҫын ҫемйисене кӑна мар, станоксене те илсе тухнӑ.

Тимӗр тирпейлекен станока Луганск рабочийӗсем эрнекун ӗҫлеттерсе ярасшӑн иккен. 12 ҫул предприяти тӑван ҫӗршывӗнче кӑларнӑ продукцин ытларах пайне Раҫҫее сутса пурӑннӑ. Цех енне пеме тытӑнсан оборудование илсе тухма тивнӗ. Станоксенчен ҫурри Донецкри таможня складӗнче тӑрса юлнӑ иккен-ха. Вӗсене илсе килейсен тата тепӗр 50 ӗҫ вырӑнӗлӗх производство уҫма пулать-мӗн.

Предприятин техника консультанчӗ Николай Друзьев каланӑ тӑрӑх, малтан вӗсем Ростов облаҫӗнче чарӑннӑ. Унти 6 предприятире пулнӑ. Пуринче те вӗсенче Украинӑран тарса килнисем кура урӑх вырӑна куҫма шут тытнӑ. Чӑваш Енре, ҫитменнине, паллакансем пулнӑ.

«Луганскри машиностроитель» предприятире ӗҫленисене Раҫҫее куҫса килме тархаслама тивмен-мӗн — кӑмӑлпах куҫнӑ. Уйӑх каялла Шупашкара ҫитнӗскерсене валли предприяти ертӳҫисем хваттер тара илсе панӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ