Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫӗнӗ Шупашкарта «Театр эрни» проект пурнӑҫланать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.08.2015 21:52 | 1619 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Культура министерстви проект пуҫарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар 55 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ.

Химиксен хулинче пӗр эрне спектакльсем кӑтартӗҫ. Унта Чӑваш Енри паллӑ театрсем хутшӑнӗҫ. Социаллӑ культура проекчӗ «Театр эрни ятлӑ». Аса илтерер: химиксен хули ҫурлан 30-мӗшӗнче 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.

Паян «Химик» культура керменӗнче 18 сехет ҫурӑра «Сарпике» балет лартнӑ. Ыран, ҫурлан 26-мӗшӗнче, унтах Ҫамрӑксен театрӗ ачасем валли «Один дома» спектакль кӑтартӗ.

Ҫурлан 27-мӗшӗнче «Химик» культура керменӗнчи концерт залӗнче Чӑваш драма театрӗ «Чикагӑри асаттен пурлӑхӗ» спектакле лартӗҫ. Унтах тепӗр кун Вырӑс драма театрӗ «Азалия» камит кӑтартӗ.

Ҫурлан 30-мӗшӗнче 15 сехетре «Клоунсен карнавалӗ» шоу пулӗ. Унта Чӑваш патшалӑх эксперимент драма театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ.

#культура, #театрсем, #Чӑваш драма театрӗ, #Вырӑс драма театрӗ, #Эксперимент театрӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем