Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Волгоградра кӗпер хумханма тытӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.05.2010 12:37 | 2214 хут пӑхнӑ
хумханакан кӗпер
хумханакан кӗпер

Ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче Волгоград хулинче ҫӗнӗ кӗпере хупма тивнӗ — те вӑйлӑ ҫиле пула, те расчетсем тунӑ чухне йӑнӑшсене пула кӗпер хумханма тытӑннӑ. «Вести 24» инҫекурав каналӗпе кӑтарнӑ хыпарта хумсен ҫӳллӗшӗ пӗр метра ҫитни курӑнать.

Кӗпер хумханӑвӗ пирки Раҫҫей президенчӗ патне те ҫитернӗ, Дмитрий Медведев кӗпере кам проекланине, мӗнле хӑпартнине тата усӑ курнине тӗрӗслеме хушнӑ.

Кӗпере пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫнӑ пулнӑ. Уҫнӑ чухне Раҫҫейри федераллӑ ҫул-йӗр агентсвин пуҫлӑхӗ Сергей Потапов кӗпере пысӑк хак панӑ: «По качеству работ, использованным технологиям, готовности объекта к вводу в эксплуатацию волгоградский мост – лучший из 4-х мостов, которые будут в ближайшее время введены в строй в России. Волгоградский мост выполнен на «отлично» (Хальхи вӑхӑтра хута кӗртме палӑртнӑ Раҫҫейри 4 кӗпере илсен пахалӑхӗпе, усӑ курнӑ технологисемпе, хута кӗртме хатӗрлесе ҫитерни тӗлӗшӗпе Волгоградри кӗпер — чи лайӑххи. Волгоградри кӗпере «чаплӑ» паллӑ пама юрать).

Кунашкал чи паллӑ пӑтӑрмах 1940 ҫулта Такома-Нэрроуз кӗперпе пулса иртнӗ. Расчетсене тӗрӗс туманнине пула кӗпер вӑйлӑ ҫил тухнӑ хыҫҫӑн саланса кайнӑ. Кӗпер ҫӗмӗрӗлнине каярах фокументаллӑ фильмра та кӑтартнӑ.

#ҫул-йер, #Раҫҫейре, #пӑтӑрмахсем, #кӗперсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/05/21/bridge/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем