Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкар районӗнче дояркӑсем юлман — Елчӗк районӗнчен ӗҫе илме тивет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.05.2010 12:09 | 2527 хут пӑхнӑ
Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — ялхуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкӑн Тутаркасси пултарулӑх ҫуртӗнче ял ҫыннисемпе тӗл пулчӗ.

Министр республикӑн бюджет политикипе паллаштарчӗ, паянхи кун экономикӑра ырӑ улшӑнусем пуррине палӑртрӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха, агропромышленность комплексне аталантарма палӑртнӑ утӑмсем пирки каларӗ.

Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Князев сӑмах илчӗ:

— Кӑҫал кӗркунне акса хӑварнӑ 5000 гектар тырӑ пӗтрӗ, вӗсене йӑлтах ҫӗнӗрен акмалла. Тӑкак сахал мар пулчӗ. Пӗр ҫуллӑх тата нумай ҫуллӑх курӑксем, кукуруза акатпӑр.

Унтан район пуҫлӑхӗ демографи ыйтӑвӗ лайӑхланса пынине, ҫавна май ача сачӗсем ытларах кирлине палӑртрӗ. Кӳкеҫре 300 ача черетре тӑрать, хӑш-пӗр ялсенче вара вырӑнсем пушӑ, унта ҫӗнӗ ушкӑнсем уҫма палӑртаҫҫӗ. «Ҫӗнӗрен 1 ача сачӗ тума 2 миллиона яхӑн укҫа кирлӗ, хатӗр учрежденире 1 ушкӑн уҫма — 600 пине яхӑн, — терӗ Анатолий Панетелеймонович. — Кӑҫал Шӗнерпуҫ, Кӳкеҫ, Янӑш, Ҫырмапуҫ тата Чӑрӑшкасси ялӗсенче 6 ҫӗнӗ ушкӑн уҫма палӑртатпӑр».

Тӗлпулӑва килнӗ ҫынсем хушшинче малта ларакан хӗрарӑм ҫине-ҫинех ыйтусем пачӗ:

— Манӑн упӑшка ӗҫсӗр ларать. Ӗҫе вырнаҫтарма пулӑшӑр-ха?

Вадим Николаев, «Чувашский бройлер» ОАО директорӗ, Чӑваш Республики Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, чӑтаймарӗ, сӗтел хушшинчен тухсах ун сӑмахне хуравлама пуҫларӗ:

— Ыранах илсе пыр упӑшкуна, хам пата ӗҫе илетӗп. Лайӑх электриксем пур ҫӗрте те кирлӗ.

«Атлашевский» ялхуҫалӑх кооперативӗнчи ӑратлӑ ӗне-выльӑх ҫитӗнтерекен фермӑна ҫитсен район пуҫлӑхӗ: «Ӗҫсӗр ҫынсем нумай тетпӗр, ӗҫ биржинче черетре тӑракансене илсе килсе ӗҫлеттерес терӗмӗр те, усси ҫук вӗсенчен, фермӑра ӗҫлесшӗн мар, терӗ. — Хамӑр патра дояркӑсем тупайманнипе Патӑрьелпе Елчӗк районне кайса илсе килтӗмӗр».

Тутаркасси поселокӗнче пурӑнакансем выльӑх-чӗрлӗх пусса сутма ветеринартан кирлӗ хут илме май ҫукки пирки тарӑхса калаҫрӗҫ. Ку ыйтӑва ялхуҫалӑх министрӗ ҫине тӑрсах тӗпчесе пӗлчӗ. Пуснӑ выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе сутма ирӗк памашкӑн пичет пусма ветврач ҫеҫ пултарать. Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче вара икӗ фельдшер ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен пӗлӳ ҫитмест.

— Эсир мӗн, паянхи кун ятарлӑ пӗлӳ илнӗ ҫын тупаймастӑр-и? Ӑҫта вӑл фельдшер халь? — ыйтрӗ министр.

— Отпускра, — хуравлаҫҫӗ районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци специалисчӗсем.

— Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр кирлӗ мерӑсем йышӑнӑр! Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ мӗн шухӑшласа пурӑнать? Мӗншӗн халӑх ыйтӑвне илтместӗр?! — терӗ министр, — Халӑхпа ӗҫлеместӗр, вӗсен ыйтӑвӗсенчен тарса ҫӳретӗр тесе капла та сахал мар жалоба килет.

#Янӑш, #пӗрлехи информаци кунӗсем, #Кӳкеҫ, #Шупашкар районӗ, #Тутаркасси ял тӑрӑхӗ, #Тутаркасси, #Ҫырмапуҫ, #Чӑрӑшкасси, #ял хуҫалӑхӗ, #демографи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем