Нумаях пулмасть Шупашкарта «Шӑккалат музейӗ» уҫӑлнӑ. Ӑна шӑпах Хула кунӗ умӗн, ҫурлан 13-мӗшӗнче, уҫнӑ. Ҫавӑн чухнех Николай Попов шоколатьепе тӗлпулу иртнӗ.
Музей ҫитекен кашни хулара йӑлана пӑхӑнса шӑккалат ваклаҫҫӗ те пурне те унпа хӑналаҫҫӗ. Шупашкарта та ҫак йӑлана пӑхӑннӑ. Ҫак йӑлана мӗншӗн ирттереҫҫӗ тетӗр-и? Хӑнасем экспонатсене чӑнах та шӑккалатран тунине ӗненччӗр тесе. Вӗсене лавккара сутӑнакан ахаль шӑккалатранах хатӗрленӗ. Апат-ҫимӗҫ сӑррисем ҫес хушаҫҫӗ унта.
Николай Попов музей историйӗпе паллаштарнӑ, хӑйсен ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫнӑ. Ятарлӑ хатӗрпе усӑ курмаҫҫӗ-мӗн экспонатсене хатӗрленӗ чухне. Ӑсталӑх, холодильник, микрохумлӑ кӑмака ҫеҫ кирлӗ. Ҫапах ӑстасем шӑккалат экспоначӗсене хатӗрлес технологи вӑрттӑнлӑхне пӗлтермен.
Николай Попов тӑван хулинче Симферопольте кондитер фирмине уҫнӑ. Унтах пӗремӗш курав йӗркеленӗ. Вӑл каярахпа Шӑккалат музейӗ пулса кайнӑ.
Шоколатье Шупашкарта шӑккалатран тухья, шӳлкеме, алтӑр, хула гербне, В.Чапаев портретне хатӗрленӗ.