Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ҫӗнӗ пахчана «трам-пам-пам» тесе ташланипе уҫнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 15.08.2015 20:53 | 1385 хут пӑхнӑ
Хулара «Вӗршӗнсене» уҫма «Вӗршӗнсем» те хутшӑннӑ
«Вӗршӗнсене» уҫма «Вӗршӗнсем» те хутшӑннӑ

Вырӑссем кун пек самантсене «нӗрсӗрлӗх саккунӗ» теҫҫӗ. Ятарласа шухӑшласа кӑлараймӑн тени те кунта вырӑнлӑ пулӗ. Ӗнер Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗнсем») ача пахчи уҫасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна уҫма «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ (ача пахчине ҫавсен ячӗпе панӑ-мӗн) хутшӑнасси ҫинчен те унта каланӑччӗ.

Ача пахчи чаплӑ тесе ҫырать унта пулса курнӑ Андрей Иванов журналист. Анчах элита районта ача пахчи уҫнӑ вӑхӑтра кӗтменлӗх ҫумӑр ҫума пуҫлани уяв программине пӑсса хунӑ. Урамра ташлама хатӗрленӗ ачасене шала илсе кӗртнӗ. Программӑна ертсе пыракан вӑхӑта хавас ирттерме пулӑшас тесе тӑрӑшнӑ-мӗн. 10 сехет ҫитес умӗн вӑл: «Ачасем! Пирӗн пата уява хӑнасем — пирӗн ҫӗршыври мульфильмсенчи ҫемҫе теттесем — Кот Матроскин, Шарик, Мишка, пурте юратакан Фиксиксем, тата, паллах, Машӑпа Упа!» — тесе каланӑ вӑхӑтра ача пахчине Чӑваш Ен Элтеперӗн твиӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов, вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ыттисем пырса кӗнӗ.

Уяв программинче кайран та чӑрмав сиксе тухнӑ. Музыка аппаратурине урама илсе тухнӑ май ачасен шалта воспитатель «трам-пам-пам» тенипе хусканусем тума тивнӗ.

#тӳре-шара, #уявсем, #ача пахчисем, #ачасем, #Шупашкар, #Элтепер, #депутатсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем