Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Самар чӑвашӗсем уява чӗнеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.05.2010 11:44 | 2021 хут пӑхнӑ
Аслӑ Микушкино шкулӗ
Аслӑ Микушкино шкулӗ

Самар облаҫӗн «Пехил» чӑваш культура обществи ҫирӗм ҫул ытла Самар облаҫӗн Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствипе пӗрле чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе йӑли-йӗркисене — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн хаклӑран та хаклӑ еткерне сыхласа хӑварассипе ӗҫлет. Кашни ҫул ирттерекен пысӑк мероприятисен шутне ача-пӑча фольклор конкурсӗпе спартакиада кӗреҫҫӗ. И.Я.Яковлевпа К.В.Иванов ҫуралнӑ кунӗсене, Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне, йӑлана кӗнӗ «Уяв» тӗлпулӑва халалланӑскер кӑҫал вӑл ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче вуннӑмӗш хутчен иртет.

Мероприятие вӑтам шкулсемпе вырсарни шкулӗсен 5–11 класс ачисем хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча фольклор конкурсӗпе спартакиадине Исаклински районӗнчи Аслӑ Микушкинӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта йӗркелеме палӑртнӑ.

Мероприятие ҫӗр каҫмаллипех килекенсене йӗркелекенсем хӑйсемпе пӗрле палатка, ҫывӑрмалли михӗ, ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ, вутӑ илсе килме тата похода кайма юрӑхлӑ тӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Мероприяти правилисем тӑрӑх хутшӑнакансем кашни хӑй кӑвайт чӗртсе апат хатӗрлет. «Пехил» общество конкурспа спартакиадӑна хутшӑнакансене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӗтсе илме пуҫлать. Ҫак кун вӗсем палаткӑсене ӑҫта лартмаллине кӑтартаҫҫӗ. Каҫхи апата пӗрле пуҫтарӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн кӑвайтсем тавра пухӑнса чӑваш юррисене юрлама палӑртнӑ.

Тепӗр кунне, ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче, конкурссем пуҫланаҫҫӗ. Хӑнасене ирхине 9 сехетре кӗтсе илме планланӑ. Уяв 10 сехетре ушкӑнпа карталанса юрланипе уҫӑлать. Унтан пӗр вӑхӑтрах тӗрлӗ ҫӗрте фольклор, чӑваш халӑх апатне кӑвайт ҫинче пӗҫерессипе конкурссем, палаткӑсем лартассипе, наци кӗрешӗвӗпе, кире пуканӗ йӑтассипе, мини-футболпа, «Уява кӗтсе илни» кубокшӑн футбол, ҫӑмӑл атлетикӑпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ.

Апатланнӑ хыҫҫӑн чӑваш артисчӗсен концерчӗ тата дискотека пуҫланаҫҫӗ. Жюри ҫак вӑхӑтра конкурспа спартакиада пӗтӗмлетӗвӗсене тӑвать. Уяв ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса парнесем панипе вӗҫленет.

 

Мероприятие хутшӑнас текенсем ҫак адреспа заявка пама пултараҫҫӗ: 446592, Самарская область, Исаклинский район, с. Большое Микушкино. Светлане Леонидовне Разеевой.

Шӑнкӑравласа пӗлмелли телефонсем: 8-84654-3-11-89, 8-84654-2-27-20.

Мероприятипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе Фаина Валерьяновна Капустинӑна та шӑнкӑравлама юрать. Унӑн телефонӗсем: 8-846-247-20-20, 8-927-733-94-19.

#Самар облаҫӗ, #Аслӑ Микушкино, #мероприятисем, #Уяв

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/2869.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем