Шупашкарта Дмитрий Семёнов тӗлӗшӗпе суд пуҫланнӑ. Хастар ҫамрӑка экстремизмшӑн айӑплаҫҫӗ — вӑл хӑйӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче Дмитрий Медведев сӑнлӑ демотиватор вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна экстремизмла шухӑша халӑх хушшинче сарнӑ тесе Пуҫиле кодексӑн 280 статьян 1-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.
Евгений Губин ваккат каласа панӑ тӑрӑх вӑл хӳтӗлекен ҫамрӑк хӑйне айӑплӑ туймасть. Дмитрий ҫак ӳкерчӗкӗн авторӗ мар тесе шутлать тата ҫак демотиватор халӑх тетелӗсенче унсӑрах та анлӑ сарӑлнӑ тет.
Паянхи лару хупӑ мелпе иртнӗ. «Пирӗн шухӑшпа тӳре саккуна пӑсса, сӑлтавсӑрах ларӑва сӑнама килнӗ ҫынсене тата журналистсене залран кӑларса ячӗ», — каласа панӑ Евгений Губин ваккат. Тепӗр лару вара ҫурлан 12-мӗшӗнче иртмелле.
Дмитрий Семёнов тавра пуҫиле ӗҫе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче пуҫланӑ. Вӑл РПР-ПАРНАС партин хастарӗ. Чӑваш Енри ФСБ уйрӑмӗ ун тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫсем унччен те пуҫарнӑччӗ. Сӑмахран, 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Донецкӑн «халӑх кӗпернаттӑрӗн» Павел Губарев сӑнне вырнаҫтарнӑшӑн айӑпланӑ — вӑл хутӗнче йӗрке хуралҫисене Раҫҫейре чарнӑ «РНЕ» организацийӗн символикине лартни кӑмӑла кайман.