Шупашкар администрацийӗн ӗҫченӗсем лавккасене рейда тухнӑ. Иккӗшӗнче вӗсем алкоголь энергетикне сутнине асӑрханӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть, утӑн 1-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре ку шӗвеке сутма чарнӑ. Анчах «Магнит» тата «Санар» лавккасем ҫакна уяман курӑнать.
Шупашкарти Мускав районӗнчи тӑхӑр лавккана тӗрӗсленӗ. Энтузиастсен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» тата Матэ Залка урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри «Санар» «Jaguar original» энергетик сутнӑ. Унта 8,5 процент спирт тата кофеин пур. Материалсене ЧР ШӖМне ярса панӑ. Вӗсене административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, утӑн 1-мӗшӗнчен 1,2-9% процентлӑ шӗвексене, кофеин кӗрекенскерсене, сутма чарнӑ.