Мобильлӗ вулавӑш кама чӑрмантарнӑ-ши? Паллах, вандалсене. Ҫавсем сӑтӑр туса ҫӳреҫҫӗ вӗт.
Вандалсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ умӗнчи мобильлӗ вулавӑша тустарнӑ. Ку каҫхине, утӑн 14-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Халӗ ҫав ирсӗрсене шыраҫҫӗ.
Ҫынсен ӗҫне хаклама пӗлменни, пӗр шелсӗр аркатнине мӗнле ӑнланма пулать-ши? Ку туристсен умӗнче чӑваш ятне ямасть-и? Вулавӑша ҫӗнӗрен тумашкӑн 3 пин тенкӗ ытла кирлӗ-мӗн.
Хула администрацийӗн культура управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вулавӑша ан ҫӗмӗрччӗр тесе ятарласа тепӗр енне кайса лартнӑ. Унта та ирсӗрсен алли ҫитнӗ-мӗн.
Ҫав вандалсене шыраса тупсан вӗсен явап тытма тивӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗсен штраф тӳлемелле.
Аса илтерер: Шупашкарти мобильлӗ вулавӑшсене ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче лартнӑ.