Прокурорсем Шупашкарта иртнӗ политика сӗмӗллӗ мероприятисене ачасене явӑҫтарни пирки тӗрӗслев ирттернӗ. Ун пеккисене ачасене кӑларса тӑратни тӑрӑх чӑваш парламенчӗн депутачӗ Игорь Моляков патшалӑхӑн тӗрлӗ органне ыйтса ҫырнине пӗлтернӗ. «Кирек мӗнле ҫанталӑкра та Хӗрлӗ лапама илсе тухнӑ ачасене пӑхма шел. Хӑш чух вӗсене вӗренӳ ӗҫ-хӗлне е канӑва татса кӑлараҫҫӗ», — палӑртнӑ хӑй шухӑшне депутат. Студентсене те йышлӑн кӑларнӑ иккен.
Ачасене политика сӗмӗллӗ мероприятисене хутшӑнтарни пирки прокуратура вӗренӳ учрежденийӗсене ӑнлантарса пама ыйтса ҫырнӑ. «Сирӗн учрежденири ачасене 2014 ҫулхи раштавра ача пахчи уҫнӑ, 2015 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче автобуссем панӑ ҫӗре, 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи тата ҫӗртмен 1-мӗшӗнчи массӑллӑ мероприятисене явӑҫтарнӑ-и, миҫе ача хутшӑннине тата мӗн тӗллевпе тата мӗн чухлӗ вӑхӑта явӑҫтарнине, мероприяти вӑхӑтӗнче епле ыйту сӳтсе явнине, ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк илнине кӑтартма ыйтатӑп», — ҫапларах ыйту шӑрҫаланӑ-мӗн Шупашкар хулин Калинин районӗн прокурорӗн ҫумӗ Светлана Алексеева.
Прокуратурӑна вӗренӳ учрежденийӗсем пӗр пекрех хуравланӑ-мӗн. Пӗр сӑмахпа каласан, йӑлт саккунлӑ хутшӑннӑ.