Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Кандидат йышли конкуренцие пӗлтермест

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.07.2015 19:26 | 1402 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пуканне йышӑнас шухӑша хальхи вӑхӑтра 11 ҫын палӑртнӑ иккен. Кандидат йышли конкуренци пысӑккине пӗлтермест тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хӑшӗсем. Ҫакна вӗсем сумлӑ кандидатсем ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ. Regnum информаци агентстви «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӑйӗн кандидатне палӑртма ирттернӗ умсуйлава та аса илнӗ. Унта та йышлӑн хутшӑннӑччӗ. Анчах вӗсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ политиксем ҫукчӗ. Ҫын хӑй ӗҫӗнче чӑн ӑста тени политикӑра та пултарассине пӗлтермест-ҫке-ха.

Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма хатӗррисен хушшинче республикӑн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевсӑр пуҫне Коммунистсен партийӗн яланхи ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов пур. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти чӑваш парламенчӗн депутатне Олег Николаева Элтепер пултарасшӑн. Либерал-демократсем РФ Патшалӑх Думине ют регионтан суйланнӑ Константин Субботин кандидатурине сӗннӗ, «Раҫҫей патриочӗсем» — Шупашкар Хула депутачӗсен депутатне Евгений Горбунова, «Тӑван ҫӗршыв» парти — Алексей Рылеев ятлӑ ҫынна, «Панулми» парти — мӗнпур суйлав кампанийӗнче «хӳрешкере» пыракан (ҫапларах хаклать ку кандидата маларах асӑннӑ информагентство) Владислав Аркадьева, «Раҫҫей пенсионерӗсен партийӗ» Валерий Сапожникова, «Симӗссисен тата социал-демократсен альянсӗ» — Юрий Малов ятлӑ ҫынна. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине «Тӗрӗслӗхшӗн пенсионерсен Раҫҫейри партин» Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыракан Геннадий Максимовпа «Граждан пуҫарӑвӗ» парти сӗннӗ Андрей Броницын хӑйсем Элтепер пулас шухӑшлине пӗлтернӗ.

Кандидатсене утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗччен шута илеҫҫӗ. Хӑйсене пысӑк ӗҫре куракансем унччен, тен, тата тупӑнӗҫ-и?..

#суйлавсем, #Элтепер, #кандидатсем, #партисем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://regnum.ru/news/polit/1941217.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем