Тӗн
![]() Энӗшри храм Энӗшсем ялта кӗҫех Феодосий ячӗллӗ храм хута кайнӑшӑн шутсӑр савӑнаҫҫӗ. Ӑна халӑхран пухнӑ укҫапа ҫӗклеҫҫӗ вӗсем. Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, храм вырӑнӗнче ӗлӗк чиркӳ пулнӑ. Ӑна Совет саманинче аркатнӑ. Ун вырӑнне шкул туса лартнӑ, анчах ӑна каярахпа район центрне куҫарнӑ. Прихут канашӗн председателӗ Вениамин Кириллов каланӑ тӑрӑх, храма кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Ҫав куна халӑх тем пекех кӗтет. Храмра Алексий атте пулӗ. Хальлӗхе храмра инженери сечӗсене хунӑ, газ кӗртнӗ. Ӑна тумашкӑн ҫак ҫулсенче 3 миллион ытла тӑкакланӑ. Ҫывӑхри территорие те кӗҫех хӑтлӑлатӗҫ, ҫул сарӗҫ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |