Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Раҫҫей эстрадин артисчӗ Жанна Фриске вилни пирки пӗлтернӗ. Жанна йывӑр чирпе — пуҫ мимин усал шыҫҫипе — ҫулталӑк ҫурӑ чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн куҫне яланлӑхах хупнӑ.
Фрискене сиплемешкӗн Пӗрремӗш канал пулӑшнипе чылай укҫа, 63 миллион тенкӗ, пухнӑччӗ. Унпа вӑл сиплев курсӗ витӗр тухнӑ. Пухнӑ укҫан ҫуррине онкологипе чирлӗ ачасем валли уйӑрнӑ. Анчах сиплев Жанна Фрискене ҫӑлайман, пурнӑҫне ҫеҫ кӑшт тӑснӑ.
Жанна 41 ҫул тултармаллаччӗ. Унӑн 2 ҫулти ывӑлӗ Платон юлнӑ. Жанна ашшӗ-амӑшӗн Мускав ҫывӑхӗнчи ҫуртӗнче вилнӗ. Икӗ уйӑх маларах вӑл хӑйне питӗ япӑх туйма пуҫланӑ. Куҫӗ курма пӑрахнӑ. Эрне маларах тӑванӗсене те паллайми пулнӑ. Икӗ кун тӑнсӑр выртнӑ вӑл.