«Чечек ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ шутланать. Вӑл посёлокӑн пӗтӗмӗшле сӑнне уҫса парать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче.
Тутаркасси ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем кӑна мар, вырӑнти культурӑпа кану учрежденийӗсенче, вулавӑшра ӗҫлекенсем тата асӑннӑ ялта пурӑнакансем те тӳре-шара шухӑшӗпе килӗшеҫҫӗ курӑнать. Нумаях пулмасть вӗсем пурте пӗрле пулса тата посёлокра пурӑнакансем посёлока хӑтлӑх кӗртме тухнӑ. Хальхинче вӗсем, кӗреҫе-витре алла илнӗскерсем, урамсенче чечек лартнӑ.
Культура ӗҫченӗсем, вулавӑшра ӗҫлекенсем тата ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансем тем тӗрлине суйланӑ: цинипе кӑвак агератума, шупка хӗрлӗ тата ҫутӑ кӑвак петуни... Вӗсем кӗркунне пуличченех чечекре ларӗҫ, Тутаркассине хитре ҫеҫке айне тӑвӗҫ.