Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Михаил Ефремов актер «Нарспи» поэмӑна аудиокӗнеке валли вулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 06.06.2015 16:42 | 1980 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Михаил Ефремов актер
Михаил Ефремов актер

Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Нарспи» аудиокӗнеке кӑларӗҫ. Чӑваш поэмине вырӑсла вуласа ҫыртармашкӑн Михаил Ефремов актера тата режиссера чӗннӗ.

Михаил Ефремов — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ачи. Паллах, ҫакӑ ӑна Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарать. Аудиоспектакль хатӗрленӗ чухне актерсене фильм валли пекех тӗплен суйлаҫҫӗ. «Нарспие» вулама Хабенские, Безрукова чӗнесшӗн пулнӑ. Анчах Ефремов ҫинче чарӑннӑ.

Аудиокӗнекене Мускавра ҫыртарӗҫ. «Тӗнче литературин архивӗ» издательствин ертӳҫи Виталий Баев каланӑ тӑрӑх, Михаил Ефремова пирӗн республика ентешӗ тата юратнӑ актер пулнӑран суйланӑ.

Михаил Ефремов поэмӑна пӗр чарӑнмасӑр вулать. Хӑш чухне ҫеҫ хӑш-пӗр япала пирки ыйтма чарӑнать. Унран наци пирки ыйтнӑ чухне вӑл хӑйӗн пирки чӑваш тесе пӗлтерет-мӗн. Вӑл поэмӑна ача чухнех вуланӑ. Ӑна вырӑсла наци колоритне хӑварса куҫарнӑшӑн савӑнать.

Ҫӗнӗ аудиокӗнеке кӗҫех ҫынсен аллине лекӗ. Ӑна чӑвашла та ҫыртарӗҫ.

Пӗлме: «Нарспие» вырӑсла пирӗн портал та вырӑсла вуласа. Алатар ятлӑ сайтҫӑн пултарулӑхӗпе тӗнче тетелӗнче шыраса тупса паллашма пултаратӑр.

#Нарспи, #чӑвашлӑх, #аудиокӗнекесем, #Иван Яковлев, #культура, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77718
 

Комментари:

Agabazar // 7601.2.5624
2015.06.06 16:57
Agabazar
"Ӑна вырӑсла наци колоритне хӑварса куҫарнӑшӑн савӑнать."

Борис Иринин куҫарӑвӗ пирки каланӑ пулас.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем