Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурс пуҫланнӑ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.04.2010 17:39 | 2949 хут пӑхнӑ

Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен республикӑри «Хастар» пӗрлешӗвӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятпа пултарулӑх конкурсӗ ирттереҫҫӗ. Ӑмӑртӑва чӑваш тӗнчишӗн пысӑк уявсене халалланӑ: 2010 ҫулта чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул, Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине палӑртаҫҫӗ.

 

Конкурс икӗ номинаципе иртет:

«Чи лайӑх сочинени»

«Чи лайӑх илемлӗ хайлав» (сӑвӑ, калав, эссе, повесть т. ыт. те).

 

Конкурс тематики — чӑваш халӑх шӑпи, чӑвашсен илемлӗ литератури, чӗлхе илемлӗхӗ, чӑваш ҫамрӑкӗн вырӑнӗ.

Конкурса республика тата унӑн тулашӗнче 9-11 классенче вӗренекен шкул ачисем, училищӗсемпе техникумсенче пӗлӳ пухакансем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ӗҫсене ҫӗртмен 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен республикӑри Акатуйра палӑртаҫҫӗ. Вӗрентекенсене сертификатсем параҫҫӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе парнесем кӗтеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене «Хастар» пӗрлешӗвӗн пултарулӑх ушкӑнне кӗме сӗнӗҫ. 11-мӗш класс, училищӗсемпе техникум вӗренсе пӗтерекенсене университетӑн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн «Филологи», «Культурологи» специальноҫӗсемпе тата «Журналистика», «Литература ӗҫӗ» специализацисемпе вӗренме кӗнӗ чух ҫӑмӑллӑхсем пулаҫҫӗ.

 

Тӗплӗнрех

#литература, #литература конкурсӗсем, #ӑмартусем, #Хастар, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем