Кӑҫал та пӗлтӗрхи пекех Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине ҫитсе Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнчӗҫ. Пурӗ пиллӗкӗн ҫитрӗҫ — Ҫеҫпӗл Мишши енӗнчи тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.
Аса илтеретпӗр, пӗр хушӑ Николаева Укахви Николаевнӑн вил тӑпри ӑҫтине ҫухатнӑ пулнӑ, виҫӗмҫул кӑна Антонина Андреева тӑрӑшнипе тупайнӑ. Тӑванӗсем килмен хушӑра Ҫӗҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑприне юнашар пытарнӑ Виталий Михайловӑн (9 ҫулта вилнӗ) амӑшӗ тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Кӑҫал та Укахви Николаевнӑна асӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем юнашар выртакан пӗчӗк Виталие те асӑнчӗҫ, печени-пӗремӗкпе «хӑналарӗҫ».
Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче (кӑҫал 135 ҫулхи юбилейӗ килет) хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. Юлашки ҫулӗсене Шупашкарта пурӑнса ирттернӗ май ӑна Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине пытарнӑ.