Ҫӗртмен 7-мӗшӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗшӗн чӑннипех те паллӑ пулӑм. Кун пирки асӑннӑ аваллӑх ҫӳпҫин управҫи Антонина Андреева паян социаллӑ сайтсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Халӗ паллӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне, Агафья Николаевна Николаевӑна, ӑҫта пытарнине шыраса тупнӑ иккен. Чаплӑ классикӑн амӑшӗ ӗмӗрлӗх канӑҫа Шупашкарти 2-мӗш ҫӑва ҫинче тупнӑ пулнӑ. Вӑл масар газопровод патӗнче вырнаҫнӑ. Вил тӑприне пӑхса тӑраҫҫӗ иккен — ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ, чечексем ӳстереҫҫӗ, сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ, ятне ҫырса хуни те пур-мӗн. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева вил тӑпри ӑҫтине палӑртма пулӑшнӑшӑн паллӑ поэтӑн тӑванне Юрий Кириллович Кузьмина тата ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорне — тӗп редакторне Лидия Михайловӑна (сӑмах май, вӑл Ҫеҫпӗл ентешӗ) тав тӑвать.