«Юрма» агрохолдинг (кунта Шупашкар районӗнчи кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗсенчен пӗри, Лапсарти, кӗрет) Чӗмпӗр облаҫне ҫитсе унти кайӑк-кӗшӗкне ҫӗклеме пулӑшасшӑн.
«Симбирск бройлер» хапрӑка ҫулталӑкне 60 пин тонна чӑх какайӗ туса илмелле хӑватпа ӗҫлеттерсе ярас шухӑшлине «Юрма» агрохолдингӑн ӗҫ тӑвакан ертӳҫи Кирилл Ермолаев «Правда ПФО» сайта пӗлтернӗ.
Агрохолдинга Владимир Ермолаев ерсе пырать. Кирилл – унӑн ывӑлӗ. Агрохолдинг Чӗмпӗр облаҫӗнчи панкрута тухас патне ҫитнӗ хапрӑка ӗҫлеттерсе яма ӗмӗтленет. Лешӗ Россельхозбанк умӗнче те парӑма кӗрсе пӗтнӗ иккен. Пирӗннисем ӑна парӑмӗ-мӗнӗпе туянма шут тытнӑ. Мӗнпур ӗҫе вӗсем ҫитес уйӑхра вӗҫлесшӗн.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи хапрӑка ӗҫлеттерсе ярсан Владимир Ермолаев тытса тӑракан агрохолдинг туса илекен кайӑк-кӗшӗк какайӗн калӑпӑшӗ ҫулталӑкне 100 пин тоннӑран иртмелле. Вӑл шая ҫитсен «Юрма» Мари Элти «Акашево» холдингшӑн конкурент пулса тӑмалла.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри ҫав агрохолдинг налук тӳлессипе сахал мар парӑма кӗрсе кайнӑ пулать. Унсӑр пуҫне унпа ҫут ҫанталӑка сыхласси ҫинчен калакан саккуна пӑхӑнманнишӗн Россельхознадзорпа Роспотребнадзор «чӗрре кӗреҫҫӗ» имӗш.