Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Мефодий Чернова халалланӑ курав ӗҫлет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 15.05.2015 13:56 | 1808 хут пӑхнӑ
Персона Курав стенчӗ
Курав стенчӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Мефодий Чернова халалланӑ курав ӗҫлет.

Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Мефодий Фёдорович 1928 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче профессор леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫ биографине тӑван районӗнчи Ишекри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ пулса пуҫлать. Хыркассинчи шкулта директорта та тӑрӑшать. Кайран хӑй вӗреннӗ аслӑ шкулта преподавательте тӑрӑшма тытӑнать. Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнче вӑл фразеологизм вӗрентӗвне уйрӑм евӗр пуҫарса яраканӗ шутланать.

Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ӑсчаха асра тытать. Ҫавна май вӑл унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ.

Республикӑн Наци вулавӑшӗ вара ӑсчаха халалланӑ электрон курав йӗркеленӗ.

#ЧПГӐИ, #Шупашкар районӗ, #чӑваш челхи, #Малти Ункӑпуҫ, #Ишек, #Хыркасси, #куравсем, #юбилейсем

 

Комментари:

Agabazar // 1235.90.8616
2015.05.15 14:26
Agabazar
Иван Андреевӑн оппоненчӗ пулнӑ.
Шел, вӑл тата унпа пӗр шухӑшлисем лешне айккинелле катертме майсем тупайман. Ҫапла пулса тухнӑ пулсан ҫырулӑхри паянхи пӑтармахсем пулман пулӗччӗҫ. 75-мӗш параграфшӑн — тавтапуҫ.
Victor // 3181.21.1480
2015.05.15 18:59
Victor
Agabazar, 'фразеологизм вӗрентӗвне уйрӑм евӗр пуҫарса яраканӗ' мӗнле "уйрӑм евӗрлӗх" кӗртнине пӗлетӗр тӗк, тӗплӗнрех пӗлтереетӗр-ши? Кӑсӑклантӑм.
Agabazar // 1714.36.3746
2015.05.16 01:10
Agabazar
Хам профессионалла лингвист пулманран темӗн каласах тӗлӗнтереймӗп. Чӑваш чӗлхинчи фразеологизмсене Мефодий Черновччен, чӑнах та, никамах та ятарласа тишкермен пулас. Ашмарин та, Тимухха Хӗветӗрӗ те, В.Г.Егоров та, ыттисем те...
Ҫапах та эпӗ тӗрлӗ сӑлтавпа ҫынсене пуҫарса яраканӗ тенисене питех ырламастӑп....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем