Акан 8-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлл кил-йыш вулав центрӗнче «Нина Ермолаева ӗҫӗсенчи чёваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсем» мастер-класс иртрӗ. Мероприятине «Тӗрӗ тӗнчи» клуб ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитнине халалланӑ. Уява «Тӗрӗ тӗнчи» клуба ҫӳрекенсем: чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчӗҫ.
Чи малтанах Щетинина А.А. ертсе пыракан «Сывлӑм» ача-пӑча фольклор хӑйӗн юрри-ташшипе савӑнтарчӗ. Хыттӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ куракансем ҫамрӑк артистсене.
Малалла «Тӗрӗ тӗнчи» клуба ертсе пыракан Н. Кузнецова сӑмах илчӗ. Вӑл ҫулталӑк хушшинче клуба ҫӳрекенсем мӗнле ҫитӗнӳсем тунине каласа пачӗ. Клуб ӗҫӗ-хӗлӗпе: малашнехи плансемпе паллаштарчӗ.
Халӑх ӑстисен ҫуртӗнче (Республиканский дом народного творчества) ӗҫлекен Романова С.В. методист вара клуб ӗҫне хак пачӗ. Надежда Кузнецовӑна чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе ҫынсене паллаштарнӑшӑн тав турӗ: малашне те ӑнӑҫу сунса М. Симаковӑн «Чувашские узоры» ятлӑ кӗнекине парнелерӗ.
Халӑх ӑсти Ермолаева калаҫӑва хӑй мӗнле тӗрлеме пуҫлани ҫинчен каласа панипе пуҫларӗ. Унӑн пӗррремӗш ӗҫӗ салфетка иккен. Халӗ вара унӑн алшӑллисем те: тӗрлӗрен салфеткӑсем те: сӗтел ҫиттисем те тата ытти нумай япаласем те пур. Кашни ӗҫӗнче унӑн ҫӗнӗ: хӑйне май: урӑх ниҫта та ҫук эреш. Кашни тӗрри мӗне те пулсан пӗлтерет. Пухӑннӑ ҫынсем Н. Ермолаева каласа панине интересленсе итлерӗҫ.
Хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене те вуласа пачӗ вӑл уява пуҫтарӑннӑ ҫынсене. Ҫак сӑвӑсем хушшинче чӑваш тӗрри ҫинчен ҫырнисем те пур. Халлӗхе ку сӑвӑсем ниҫта та пичетленмен-ха. Анчах та вӗсем кун ҫути курасса шанас килет.
Ҫак мероприятие хатӗрленсе вулав центрӗнче «Илемлӗ чӑваш тӗрри» курав та йӗркеленӗ. Кунта Нина Ермолаевӑн тата «Тӗрӗ тӗнчи» клуба ҫӳрекенсен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пӗринчен-пӗри илемлӗ: пӗринчен-пӗри хӑйсен эрешӗсемпе чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Куравра алшӑлли те, салфетка та, закладка та, йӗп тӑрӑнтарса хумалли хатӗр те: кӗсье телефонне хумалли хутаҫ та тата темӗн те пур.
Тӗрӗ ӑсти Н. Ермолаева ҫак ӗҫсене хакларӗ, ырӑ сӗнӳсем пачӗ.