Кӑҫал Атӑлта шыв сахаллине пула ӑна перекетлеме тивӗ. Кун пирки РусГидро энергетика холдингӗ Атӑлҫи гидроэлектростанцинче иртнӗ «ҫавра сӗтелте» пӗтӗмлетни тӑрӑх хыпарлать.
Мероприятие Шыв ыйтӑвӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ, Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗ Виктор Данилов-Данильян, РусГидро ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Телекӗпер меслечӗпе Сартури тата Мускаври специалистсем те Атӑл ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Атӑлпа Кама ярӑмне кӗрекен шыв управҫисенче кӑҫал шыв саппасӗ 50,6 кубла километрпа танлашнӑ, 2014 ҫулхинчен ҫакӑ 8,7 кубла киломтер сахалтарах. Шывпа виҫесӗр усӑ курсан кайран йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать иккен.
«Ҫавра сӗтелте» Шупашкар ГЭСне 68 метра ҫити хӑпартас ыйтӑва черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна ҫавӑн чухлӗне ҫитерсен йывӑрлӑх чакмалла-мӗн. «Хальлӗхе гидростанци транзит режимӗпе ӗҫлет», – тенӗ Виктор Данилов-Данильян.
Шыв сахалли энергие кӑларассипе ҫыхӑнни пирки калаҫнӑ май ҫакӑ ҫутӑ хакӗ хӑпарасси патне ҫитерме пултарнине те асӑнса хӑварнӑ. Ҫакна специалистсем хӑш-пӗр гидроэлектростанцие чарса лартма тивнипе сӑлтавланӑ. Угличри ГЭСа, сӑмахран, иртнӗ уйӑхӑн 2–5-мӗшӗсенче ӗҫлеттермен.