Раҫҫей ҫыннисене йӗркеллӗ пурӑнма уйӑхра 68,9 пин тенкӗ илсен те ҫитет-мӗн. Кун пирки «Ромир» тӗпчев холдингӗ хӑй ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Маларах ҫынсем тата пысӑкрах укҫа пирки ӗмӗтленнӗ пулсан, халӗ вӗсем сахалпах ҫырлахма хатӗр-мӗн.
Сӑмах май каласан, халь асӑннӑ укҫа 2011–2012-мӗш ҫулсенчине ҫывӑх иккен. Ун чух ҫынсем йӗркеллӗ пурӑнма 62-65 пин тенкӗ кирлӗ тесе каланӑ. Пӗлтӗр ҫынсем 78,5 пин пирки ӗмӗтленнӗ, 2013-мӗшӗнче – 76,5 пиншӗн.
Илес тенипе алла лекекенни хушшинче уйрӑмлӑх 3 процент кӑна тесе пӗтӗмлетнӗ ҫав тӗпчеве ирттерекенсем. Ытти ҫулсенче уйрӑмлӑх 20-50 процент таран пулнӑ-мӗн.
Тата арҫынсемпе хӗрарӑмсем расна шухӑшлаҫҫӗ иккен. Арҫынсем 70,8 пин тенкӗ кирлӗ теҫҫӗ тӗк, хӗрарӑмсем уйӑхра 67,3 пин илсен те ырлӑхра пурӑнасса шанаҫҫӗ.