Республикӑра Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пысӑк инкек пулни пирки калаҫма тытӑннӑ. Чӑнах та пысӑк хурлӑх-мӗн.
Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ ку. Районти пӗр ялта пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӗлӗшпе «Тин ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав хӗрарӑм 18-та ҫеҫ.
Кун пирки йӗрке хуралӗсем паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑма, 1996 ҫулта ҫуралнӑскере, тин ҫуралнӑ ачине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Вӑл пӗчӗкскере вӗлернӗ те хӑйсен пахчинче шӑтӑк чавса чикнӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе оперативлӑ следстви мероприятийӗ пырать. Ача виллине айӑпланакан ҫамрӑк хӗрарӑмӑн пахчинче тупнӑ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.07 13:39 | |
Хӑрушӑ,хӑрушӑ! | |
Зина-Çинкка // 1100.57.6949
2015.05.07 21:03 | |
«Тин ҫурланӑ ачана... Ҫуралнӑ тесе вуламалла. | |
Аçтахар Плотников // 3406.75.1326
2015.05.07 22:39 | |
«Ҫуралнӑ» «ҫурланӑ» ҫырасси пирӗн хыпарҫӑсен йӑлана кӗрет пулас :) Ҫапла май ачасем те ҫурлаҫҫӗ, арҫынсем те... Юсарӑм. |