Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Асӑну хӑми уҫма хатӗрленеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 08.05.2015 08:47 | 1749 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Республикӑри пур хулапа ял халӑхӗ те Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ялсемпе хуласенче вӑрҫӑран таврӑнайманнисене чысласа лартнӑ палӑксене, асӑну хӑмисене сӑрласа ҫӗнетессипе тимлеҫҫӗ, палӑксем йӗри-тавра чечексем лартса илемлетеҫҫӗ. Республикӑри ялсемпе хуласенче вӑрҫӑ паттӑрӗсене чысласа сирень аллейисем лартрӗҫ. Хаҫат-журналта кулленех вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксем ҫинчен интереслӗ материалсем пичетленеҫҫӗ. Юрӑҫсем тӳлевсӗр концертсемпе ялсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗҫ.Кашниех ҫак сумлӑ уява тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленет.

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи Кӑкшӑмра тата Ҫуткасси ялӗсенче ҫӗкленӗ палӑксене те ҫак кунсенче юсаса ҫӗнӗ сӑн кӗртрӗҫ. Унсӑр пуҫне Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхозра ӗмӗрӗпе тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫи пулса кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫленӗ Хисеплӗ председателе, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, ӗҫ ветеранне, чылай медаль тата темиҫе орден кавалерне Александров Вячеслав Александровича (1929-2005) чысласа Асӑну хӑми уҫма палӑртнӑ. Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Михайлов Константин Николаевич уявра халӑх асӗнче хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсемпе асра юлнӑ Вячеслав Александровича хисеплекенсем тата асра тытакансем пухӑнасса шанать.

Александров В.А. Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ, вӑрҫӑ нушисене мӗнпур совет халӑхӗпе тан тӳссе ирттернӗ, 18 ҫулта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн (шкул ачи шкула ҫӳремесӗр ҫулталӑк хушши колхозра выльӑхсем пӑхнӑ) медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Сӑнсем (8)

#Тусай, #Красноармейски районӗ, #асӑну хӑмисем, #Кӑкшӑм, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #Ҫуткасси, #Етӗрне районӗ, #Ҫӗнтерӳ кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем