Шупашкар ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем хакли паллӑ-ха. Атӑл хӗрринчех тенӗ пек вырнаҫнӑ Ҫӗктер поселокӗ илемлӗ тӑрӑхра ларать те унта ҫӗр туянса ҫурт-йӗр ҫавӑрас шухӑшлӑ пуянсем сахал мар.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви ҫитес уйӑхӑн 29-мӗшӗнче Ҫӗктерккӗри ҫӗре аукцион урлӑ тара парассине пӗлтернӗ. 46,3 пин тӑваткал метр йышӑнакан лаптӑкшӑн малтанласа 10,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Аукцион аукционах ӗнтӗ: кам ытларах сӗнет, ҫавӑ ҫӗрӗн вӑхӑтлӑх хуҫи пулса тӑрӗ. Ҫӗре 5 ҫуллӑха тара парӗҫ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗрӗн ҫӗнӗ хуҫин ҫурт-йӗр туса ӗлкӗрмелле.
Аукцион урлӑ сутакан ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр тума ирӗк параҫҫӗ. Анчах уйрӑм лаптӑкшерӗн мар. Комплекслӑ. Ун пеккисене юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ ҫӗрте хӑпартма тытӑнчӗҫ.