Ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче чӑваш чӗлхин кунне паллӑ турӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уява пӗтӗм район халӑхӗ пуҫтарӑнчӗ — шкул ачисемпе вӗрентекенсем, педагогика ветеранӗсемпе чӑваш активисчӗсем. Уява Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Николаевич Казаков уҫрӗ. Вӑл ҫын пурнӑҫӗнче тӑван чӗлхе мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнни ҫинчен, ӑна вӗренесси тата аталантарасси чи ҫӳллӗ вырӑнта пулмалли ҫинчен каларӗ. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне ӳстерес тата ӑна вӗреннӗ ҫӗрте пысӑк ӑсталӑх кӑтартнӑ педагогсемпе шкул ачисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ.
Уявра ҫавӑн пекех чӑваш культурин конкурсӗсенче, Ҫеҫпӗл 115 ҫул тултарнине халалланӑ районти видеоконкурсра тата «Районти чӑвашла диктант» вӗренӳ акцийӗнче палӑрнӑ ачасемпе Ҫӗрпӳен ҫыннисене чысларӗҫ.
Пухӑннисене районти фольклор ушкӑнӗсем, шкулта тата ача пахчинче пӗлӳ пухакансем хӑйсен юрӑ-ташӑ асталӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.