Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫӑсси мар теҫҫӗ те… Вун-вун ҫул каялла пӗрлешнӗ ҫынсем пӗрре те ӳпкелешмеҫҫӗ, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстернӗшӗн нихӑҫан та кулянмаҫҫӗ. Вӗсем — ӳсекен ӑрушӑн тӗслӗх.
Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче пурӑнакан Александр Куприяновичпа Нина Федоровна Платоновсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Мӑшӑр пӗрле 55 ҫул пурӑнать.
Александр Куприянович 1934 ҫулта Туҫа ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен 6 арҫын ача ӳснӗ. 1953 ҫулта Александр Куприяновича ҫара илнӗ. Унтан ӗмӗр тӑршшӗпех «Звезда» колхозра конюхра, платникре ӗҫленӗ.
Нина Федоровнӑпа вӗсем пӗр урамра ӳснӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ. Александр Куприяновича хӗрӗн вӑрӑм ҫивӗчӗ, хура куҫӗ илӗртнӗ. Шкултах куҫ хывнӑ вӑл ӑна. Ҫавӑнтанпа вӑл унран куҫ вӗҫертмен, ҫемье ҫавӑрнӑ вӗсем, паянхи кунччен тӗрӗс-тӗкел пурӑнать мӑшӑр.