Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Вӗренӳ: «Туслӑх хӗлхемӗ» черетлӗ хут иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.04.2015 18:34 | 1889 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Иртнӗ эрнекун вӗренӳ институтӗнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республика тапхӑрӗ иртрӗ. «Наци фестивальне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать, район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 50 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ институчӗн сайчӗ.

Чи малтанах «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурса хутшӑнакансен пилӗк станци витӗр тухма тиврӗ. Унта вӗсем чӑваш культурине тата чӗлхине мӗн шайра пӗлнине кӑтартрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани пулчӗ.

Жюри палӑртнӑ тӑрӑх «Туслӑх хӗлхемӗнче» ҫак ачасем мала тухрӗҫ:

Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсем:

• 1-мӗш вырӑн — Элӗк районӗн Янтапа вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Никандрова Елена Вадимовна

• 2-мӗш вырӑн — Канаш районӗн Чакаҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Павлова Юлия Александровна тата Вӑрнар районӗн Туҫиҫырма шкулӗн вӗренекенӗ Филиппова Снежана Витальевна

• 3-мӗш вырӑн — Вӑрмар районӗн Кавал шкулӗн вӗренекенӗ Авакова Анастасия Алексеевна тата Тӑвай районӗн Тӑрмӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Андреева Н.А.

Вырӑс программипе ӗҫлекен шкулсем

• 1-мӗш вырӑн — И.Н. Никифоров ячӗллӗ Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗ Маркова Анита Сергеевна,

• 2-мӗш вырӑн — Шупашкар хулин 10-мӗш шкул вӗренекенӗ Кадушкина Анна Евгеньевна,

• 3-мӗш вырӑн — Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Козлова Надежда Витальевна, Патӑрьелӗнчи 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Дюкина Дария Владимировна тата Шупашкар хулин 39-мӗш шкул вӗренекенӗ Прокопьева Салампи Олеговна.

Вӗренӳ институчӗн проректорӗ А. Р. Кульева фестивале хутшӑннӑ кашни ачана тата вӗсен кашни вӗрентекене тав сӑмахӗ каларӗ. «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль пуриншӗн те чӑннипех уяв пулчӗ.

Сӑнсем (69)

#Канаш районӗ, #Тӑрмӑш, #Тӑвай районӗ, #Кавал, #Вӑрмар районӗ, #Патӑрьел, #Красноармейски, #Шупашкар, #вӗренӳ, #Туслӑх хӗлхемӗ, #Чакаҫ, #Элӗк районӗ, #Янтапа, #Вӑрнар районӗ, #Туҫиҫырма

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем