Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнче пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан поэтсен «Астӑвӑм — ӗмӗрлӗх» хула конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта 15-24 ҫулсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 8 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — Шупашкарти 29, 7-мӗш шкулсенчен, Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнчен, Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнчен. Кашни хӑй шӑрҫаланӑ пӗр сӑвӑпа паллаштарнӑ. Вӑл ҫар патриотлӑхӗпе ҫыхӑнмалла пулнӑ. Жюри сӑвӑсене хакласа пӗтӗмлетӳ тунӑ.
7-мӗш шкулти Виталий Дмитриев пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 44-мӗш лицейри Татьяна Семёнова тата Юлия Цой 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Жюри Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнче вӗренекен Анжела Чайниковӑпа Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ӑс пухакан Анастасия Куртминана та палӑртнӑ. Вӗсем сӑвӑсене чӑвашла вуланӑ.
Конкурсҫӑсене Алиса Чайниковӑпа Константин Рязанов ҫамрӑк юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫамрӑк сӑвӑҫа парнесемпе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (5)