Ыран, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Наци вулавӑшӗнче халӑх ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш сӑмахӗн ӳнерҫи» литература каҫӗ иртет.
Илпек Микулайӗ — чӑваш литературин классикӗ, прозаик, публицист, куҫаруҫӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Илпек Микулайӗ тӗрлӗ ҫулсенче шкулта, радиофикаци тата радиовещани тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче, ЧР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗнче вӑй хунӑ.
Вӑл 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чӑваш литературине аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн Илпек Микулайне Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫин ятне панӑ. Вӑл 1981 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Литература каҫне Илпек Микулайӗн пултарулӑхне юратакансем — ҫыравҫӑсем, поэтсем, литературоведсем, журналистсем, шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем — хутшӑнӗҫ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта (201-мӗш пӳлӗм) 14 сехетре пуҫланать.