Ачасене чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарас, чи маттуррисене тупса палӑртас тӗллевпе Тӑвай районӗнче наци культурин «Туслӑх ҫулӑмӗ» район фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс иртнӗ: «Шевле» ӳнер конкурсӗ тата «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурс вӑйӑ.
«Шевле» конкурсра 6-9-мӗш классенче вӗренекенсем чӑваш литературинчи хайлав валли картина ӳкернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшуллӗн, Тӑрмӑш шкулӗнчи Валерия Андрианова ҫӗнтернӗ.
«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тӑватӑ станципе иртнӗ. Ачасем хӑйсем ваттисен сӑмахӗсене, чӑваш прозипе поэзийӗн классикӗсен каларӑшӗсене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем классиксен хайлавӗсене, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.
Ҫапла майпа «Туслӑх ҫулӑмӗ» фестивальте Тӑрмӑш шкулӗнчи Наталья Андреева ҫӗнтернӗ.