Чӑваш Республикин Президенчӗ Николай Федоров кӑларнӑ хушӑвӗпе хатӗрлекен Чӑваш Ен энциклопедийӗн виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухрӗ.
Тӑватӑ томлӑ энциклопедийӗн малтанхи икӗ томӗ тухнӑ ӗнтӗ: пӗри 2006 ҫулта кун ҫути курчӗ, тепри — 2008 ҫулта. Виҫҫӗмӗшӗ, кӑҫал, 2010 ҫулта тухрӗ. Тӑваттӑмӑшне вара 2011 ҫултах калӑпласа пӗтересшӗн.
Виҫҫӗмӗш тома «М»-ран пуҫласа «Се...» саспаллиллӗ статьясем кӗнӗ. Вулакансем кунта ҫутҫанталӑкпа, ӳнерпе, халӑх сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ статьясем тупма пултарӗҫ. Статьясен чи пысӑк пайӗ — чӑвашсен хушшинче палӑрнӑ уйрӑм ҫынсем пирки каласа параканнисем.
Энциклопедине хатӗрлес ӗҫре 200 яхӑн ӑсчах тӑрӑшать — вӗсен шутӗнче 16 ӑслӑлӑх тухтӑрӗ те пур. Редакци канашӗнче пурӗ 26 ҫын, ун председателӗ — Николай Васильевич Фёдоров.
Кӗнеке ҫитес вӑхӑтра лавккасене ҫитӗ — туянма ан манӑр.