Политика
![]() Игорь Баринов Путин ҫакӑн йышши ҫӗнӗ ведомство уҫма палӑртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара ҫак агентствӑна кам ертсе пырасси пирки паллӑ пулнӑ — Путин хушӑвӗпе ҫак ҫемҫе пукана хальччен регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫине Игорь Баринова шанса панӑ иккен. Вӑлах — Патшалӑх Думинче хӳтӗлев енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ те. Ҫӗнӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе наци тӗлӗшӗпе хальхи вӑхӑтра чи ҫивӗч лару-тӑру Кавказ тӑрӑхӗнче тӑрать. Чечня республикине вара ҫак ыйтупа ҫитӗнӳсем тунисен йышне кӗртнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх енчен те малтан нацисен хутшӑнӑвне ытларах культура тӗлӗшӗпе пӑхнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ку ыйту — наци хӑрушсӑрлӑхӗ. Игорь Баринов Новочеркасскра ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти аслӑ ҫар командовани училищине лайӑх вӗренсе пӗтернӗ. 1990–93 ҫулсенче 103-мӗш сывлӑш-десант дивизинче хӗсметре тӑнӑ, кайран ФСБ-ра ӗҫленӗ, регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ. Чечня Республикинче террористсене хирӗҫ операцисем ирттернӗ. 2003 ҫулта Патшалӑх Думине суйланса депутат вырӑнне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |