Раҫҫейре
![]() Раҫҫей Президенчӗ Наци ӗҫӗсемпе тимлекен федерации агентстви йӗркелеме сӗннӗ. Кун пирки Кремлӗн пресс-служби хыпарлать. Владимир Путин ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫакна пӑхса тухса акан 15-мӗшӗ тӗлне сӗнӳсем тӑратма хушнӑ. Наци ӗҫӗсем енӗпе тимлекен федераци агентстви наци тата конфесси хушшинчи хутшӑнусене мала кӑларса тӑратнӑ май Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн пӗрлӗхне ҫирӗплетессипе ҫине тӑмалла. Кунсӑр пуҫне агентство халӑхсен этнокультурине аталантарассипе тӑрӑшмалла. Ҫак ыйтусемпе ҫыхӑннӑ федерацин тӗллевлӗ программисем те асӑннӑ агентство яваплӑхӗ шутланӗҫ. Маларах ҫӗршывра кун пек ведомство пулнӑ. 2001 ҫулта ӑна пӗтернӗ. Унӑн тивӗҫне темиҫе министерствӑна пайласа янӑ. Патшалӑхӑн наци политикипе Регионсен аталанӑвӗн министерстви тимлеме пуҫланӑ. Пӗлтӗр вӑл министерствӑна пӗтерсе наци ыйтӑвне Культура министерствине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |