Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш пики-2010 — Алиса Королева

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.03.2010 10:17 | 4608 хут пӑхнӑ
Алиса Королева
Алиса Королева

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫанталӑк хӑйӗн ӑшшине ытлашшиех палӑртмарӗ — юрӗ те ҫӑватчӗ, сивӗ ҫилӗ те пите чӗпӗте-чӗпӗте илетчӗ. Шупашкарти «Mega Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче вара питӗ ӑшӑччӗ — кунта 15 сехетре «Чӑваш пики-2010» ӑмӑрту пуҫланчӗ.

«Чӑваш пики-2010» ята илес тесе 12 хӗр тупӑшрӗҫ — хӑйсен пултарулӑхӗпе, сӑпайлӑхӗпе, илемлӗхӗпе тата маттурлӑхӗпе мала тухма тӑрӑшрӗҫ. Пикесем ҫак районсемпе хуласенчен пулчӗҫ — Ананьева Ольга (Етӗрне), Иванова Наталия (Канаш районӗ), Кириллова Аня (Комсомольски районӗ), Томасова Татьяна (Краскоармейски районӗ), Андреева Татьяна (Муркаш районӗ), Кудрявцева Алина (Патӑрьел районӗ), Александрова Наталия (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Краснова Марина (Ҫӗмерле районӗ), Королева Алиса (Тӑвай районӗ), Арсентьева Ольга (Шупашкар), Иванщикова Екатерина (Шупашкар районӗ), Михайлова Надежда (Элӗк районӗ).

Хӑйсен тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне вӗсен 5 конкурсра кӑтартмалла пулчӗ. Чи малтан хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вара хӑйсен ӑсӗпе пӗлӗвне кӑтартрӗҫ. Виҫҫӗмӗш конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтармалла пулчӗ — ташларӗҫ те, юрларӗҫ те, сӑвӑ та каларӗҫ. Тӑваттӑмӑш пайра хӑйсем пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫпе жюрие сӑйларӗҫ — кунта чылайӑшӗ хуплу пӗҫерсе килни асра юлчӗ. Пиллӗкмӗш пайра вара хӑйсен тумӗсене кӑтартрӗҫ.

Ҫапла май вара тӑватӑ сехет хушшинче иртнӗ конкурсра мала тухнисем ҫаксем пулчӗҫ:

Яштака пике — Алина Кудрявцева (Патӑрьел районӗ)

Ӑслӑ пике — Надежда Михайлова (Элӗк районӗ)

Йӑваш пике — Татьяна Андреева (Муркаш районӗ)

Куракансен кӑмӑлланӑ пике — Анна Кириллова (Комсомольски районӗ)

Вице-чӑваш пики — Наталья Иванова (Канаш районӗ)

Чӑваш-пики 2010 — Алиса Королева (Тӑвай районӗ)

 

Ӑмӑрту пайӗсем хушшинче курма килнӗ халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата Шупашкарти ташӑ ушкӑнӗсем савӑнтарчӗҫ.

Уйрӑмах пӗлӳ конкурсӗнче хӗрсем тӑван халӑх историне тата культурине пӗлменни мана пӑшӑрхантарчӗ. Пӗрине тӗрӗк халӑхӗсем шутне камсем кӗнине калама ыйтрӗҫ — тутарсене, пушкӑртсене каларӗ, тата темшӗн ҫармӑссем те тӗрӗксем йышне кӗртрӗ вара. Ытти тӗрӗк халӑхӗсене пӗлмест иккен. Тепри «Тилли юррисене» кам ҫырнине пӗлмест. Виҫҫӗмӗшӗ Константин Иванов ӑста ӳкернине ниепле те асаилеймерӗ. Залра лараканнисем пулӑшрӗҫ-пулӑшрӗҫ — музыка кӗрленине пула хӗр хӑлхине кӗреймерӗ пулас. Тӑваттӑмӑшӗнчен чӑваш киноне кам пуҫарни пирки ыйтрӗҫ — хальхи режиссерсем пирки каласа пачӗ, ни Тани Юна, ни Иоаким Максимов-Кошкинские палламасть пулас. Чӑваш наци конгресӗпе «Хастар» пӗрлешӗве хӑҫан йӗркеленине пӗлменни нимех те мар пулӗ, анчах та чӑваш историне, унӑн культурине пӗлмеллех.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#Элӗк районӗ, #Чӑваш наци конгресӗ, #Чӑваш пики, #Шупашкар районӗ, #Шупашкар, #Канаш районӗ, #Етӗрне, #Комсомольски районӗ, #Краскоармейски районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Муркаш районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Хастар, #Ҫӗмерле районӗ, #Тӑвай районӗ

 

Комментари:

2010.03.20 14:26
Аçтахар Плотников
Тинех сăнӳқерчĕксем вырнаçтарма вăхăт тупрăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем