Килте саккунлӑ мар майпа упракан хӗҫ-пӑшала полицейскисене тавӑрса парсан укҫа тӳлӗҫ. Унччен те хавхалантарнӑ-ха. Халӗ вара Шупашкар хула администрацийӗпе РФ Шалти ӗҫсен министерствин хулари управленийӗ икӗ енлӗ килӗшӳ тунӑ.
Хӗҫ-пӑшалпа хӗҫ-пӑшал хакӗ пӗр мар. Яка кӗпҫеллӗ пемелли сунар пӑшалне тавӑрса парсан 8 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Маларах уншӑн 2 пин тенкӗ кӑна лекнӗ. Мина, граната, снаряд, кӑскетнӗ кӗпҫеллӗ винтовка полицейские тавӑрса парсан 10 пин тенкӗ пама тытӑннӑ. Маларах уншӑн 2–3 пин тенкӗрен ытла лекмен. Каснӑ кӗпҫеллӗ сунар пӑшалне тавӑрса парсан та хавхалантармалли укҫана шеллемӗҫ. Малтанхи пек 2 пин тенкӗ мар, 8 пинех парӗҫ. Детонатор йышши вак-тӗвеке йӗрке хуралҫисем патне ҫитерсен те ахаль тумӗҫ. Маларах 800 тенкӗ тӳленӗ тӗк халӗ тепӗр 200 тенкӗ хушса тӳлеме пуҫланӑ.