Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чи лайӑх культучрежденисене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.03.2015 12:37 | 1855 хут пӑхнӑ
Культура

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет.

Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен.

Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур.

#конкурссем, #Культура ӗҫченӗн кунӗ, #Кӗтеснер, #Куславкка районӗ, #Турикас Тушкил, #Ҫирӗклӗ Шӑхаль, #Елчӗк районӗ, #Тӑвай районӗ, #Пысӑк Упакасси, #Пушкӑрт, #Етӗрне районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #вулавӑшсем, #клубсем, #культура, #Хурамал, #Ураскилт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем